Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пурнăçра çăмăллăн нимĕн те пулмасть

Категория: Общество Опубликовано: 06.10.2023, 14:37 Просмотров: 551

Туктамăш ялĕнче пурăнакан Валерий Романов хальхи вăхăтра Анат Чутайра пурăнакан ĕç ветеранĕн, вăрçă ачин Анатолий Степанович Бронюковăн пурнăçĕпе паллаштарать.

Вунтăваттăра ФЗО-на вĕренме кайнă

bronukovТуктамăш ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Анат Чутайра пурăнакан ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи Анатолий Степанович Бронюков ачаранах ытларах техника енне туртăннă, инженер пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех машинăсем çинчен каласа панине тимлĕн итленĕ, ытти арçын ачасем пекех ăна кил-çурт тĕлĕнче курсан ун çумĕнче пулма тăрăшнă, техника мĕнле ĕçленине сăнанă.

Çемьере вĕсем виçĕ пĕртăван ỹснĕ: асли - Николай, вăтамми - Анатолий, кĕçĕнни - Галя. "Эпир йывăр вăхăтра çитĕннĕ май, аттепе аннене пире ура çине тăратма çăмăлах пулман. Эпир вĕсемпе пĕрле ĕçе кỹлĕнсе суха та тунă, тырă та вырнă, вăрманта вутă-шанкă хатĕрленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçи хыççăн ялта арçын алли çитместчĕ, иртен пуçласа каçчен ĕçлеме тиветчĕ, анчах ывăннине никам та кăтартман", - терĕ вăл.

Ашшĕне Степан Васильевича вăрçа 1942 çулта илсе кайнă. Ăна хаяр çапăçусенче йывăр амантнă. Госпитальте сывалнă хыççăн вăл каллех çапăçу хирне тăнă, артиллери полкĕнче тĕрлĕ çĕрте фашистсене тĕп тунă. Хастар салтака медальсемпе те наградăланă. Çĕнтерỹпе таврăнсан вăл хуçалăхра тăрăшнă.

Амăшĕ çамрăкранах мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра вăй хунă. Вăрçă вăхăтĕнче бригадир тивĕçĕсене пурнăçланă. Вăл 97 çул пурăннă.

Ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесе ял ачи пĕрремĕш утăма тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн тунă. 1952 çулта Туктамăшри тата Чутайри тантăшĕсемпе пĕрле тракторист пулма Çĕмĕрле хулинчи 15-мĕш номерлĕ ФЗО-на çул тытнă.

"Пире унта тумтирпе тивĕçтеретчĕç, апатне çитеретчĕç. Ăс пухасси вара хамăртан килнĕ май тăрăшса, ята ямасăр вĕрентĕмĕр, дисциплинăна пăхăнса тăтăмăр. Икĕ çул ытла вĕреннĕ хыççăн алла тракторист документне илтĕм. Унтан пире колхозсене вăй хума ячĕç. Эпĕ тăван ялти "День урожая" хуçалăхра пĕр хушă хурçă утпа ака-суха ĕçне хутшăнтăм. Ун чухне пирвайхи тракторсем мĕнлине пĕлетĕр-ха: кабинăсем çумăртан тата çилтен хỹтĕлеймен, мотора тапратмалла чухне кантра-вĕренпе çавăрттармалла пулнă. Саппас пайĕсене тупма йывăр пулнăран вĕ сене тимĕр лаççинче те шăратма тивнĕ. Çĕр шăнма тытăнсан та, пăрлă çумăр е йĕпе юр çусан та сухаланă, мĕн хушнине пурнăçлама тăрăшнă. Хурçă ута юсама мастерской пулман пирки çĕр çине ним сармасăрах выртма тивнĕ. Çапах та ун чухне çĕршывра çĕнĕ техника кăларасса шаннă, ун çине ларасса ĕмĕтленнĕ", - терĕ ветеран çав çулсене аса илсе. Трактористра ĕçленĕ хыççăн каччă çар тивĕçне Подольск хулинче артиллери чаçĕнче виçĕ çул пурнăçланă.

Вăрçăччен çуралнă ачасем пурнăç йывăррине пăхмасăрах çитĕннĕ. Вĕсем пурнăçра нимĕн те çăмăллăн пулманнине, хăвна алăра тытмаллине ăнланнă. Анатолий Степанович та малалла пĕлỹ илме тĕллев лартнă, 1963 çулта вăл Саратов облаçĕнчи Энгельс хулинчи халăх хуçалăхĕн индустри техникумне вĕренме кĕнĕ. Ку çулсем уншăн тавракурăмне туптанă çĕрте чи пĕлтерĕшлисем пулса тăнă. Кунтан вĕренсе тухсан, алла диплом илсен район центрĕнчи "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче инженер-механикра вăй хума тытăннă.

Вăл вăхăтра кунта техника шучĕ сахал мар пулнă, пурлăх никĕсĕ çулсерен çирĕпленсе пынă. Çавна май унăн колхозсемпе тата ытти организацисемпе тачă ĕçлемелли килĕшỹсем тума тивнĕ. Çав çулсенче районти хуçалăхсем аталанса пынă, пысăк тухăç илнĕ. Колхозсен экономики çирĕпленсе пынă май, хăйсем те тĕрлĕ техника туяннă.

Ку предприятире çичĕ çул вăй хунă хыççăн Анатолий Степановичăн çĕнĕ ĕç тапхăрĕ пуçланнă. Вăл районти "Октябрь" совхозра тĕп инженерта ĕçлеме тытăннă.

Комбайн штурвалĕ умне те ларнă, шкулта та вĕрентнĕ

Калас пулать, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче çак хуçалăх районта чи пысăккисенчен пĕри шутланнă, техника паркĕнче машина-трактор кĕрлесе кăна тăнă. Кунта ĕçленĕ чухне вăл механизаторсемпе пĕр чĕлхе тупса хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче мĕнпур бригадăсем, уй-хирсем тăрăх çỹренĕ, техника мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ, кирлĕ пулсан саппас пайсемпе тивĕçтернĕ. Комбайн-машина çинче çĕр тĕрлĕ япала çаврăнать-çке. Мĕн те пулин чăхăмлатсан, вансан вара ключне тытма, болтне тата гайкине улăштарса лартма хăнăхтармалла. Çавăн пекех унăн инкек тухасран хỹтĕленесси пирки те яланах асăрхаттарма тивнĕ. Хăй те тепĕр чухне СК-4, СК-5 комбайнсем çинче штурвал умне ларса тырă вырнă. Кашни ир ултă сехетре планеркăра пулнă май, хулăн тетрадь çине мĕнле ĕç тумаллине çырса пынă, механизаторсем валли мĕн кирлине председательтен ыйтса пĕлнĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче тỹрĕ кăмăллă, пултаруллă специалиста ялхуçа-лăхăн парти организацийĕн секретарĕ тата директорĕ пулма шаннă. Ку ĕçсем те питĕ яваплă та кăткăс - хуçалăх тилхепине алăра çирĕп тытса пымалла, малашлăх çул-йĕрне палăртса пур ĕçе те вăхăтра тата тухăçлă пурнăçламалла. Çак ĕçре те Анатолий Степанович яваплăха туйса ĕçленĕ.

Пурăна киле вăл Хĕрлĕ Чутайри шкулта çамрăк ăрăва техника енĕпе аталантарас тĕллевпе вĕрентме тытăннă. Анатолий Николай пиччĕшĕпе шкулти ĕç урокĕсенче ачасене яла çывăх профессие суйласа илме пулăшас, трактор-машинăпа ĕçлеме хăнăхтарас тесе практика занятийĕсем ирттернĕ.

Анатолий Бронюковăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 40 çул ытла. Вăл пур çĕрте те чунне парса ĕçленĕ, шанса панă тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çакна тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем, патшалăх наградисемпе парнесем çирĕплетеççĕ.

Хисеплĕ ĕç ветеранĕ 85 çула çывхарать пулин те, халăх хушшинче пулма кăмăллать. АПК пĕрлешĕвĕн ветеранĕсен тĕлпулăвĕсенче асаилĕвĕсемпе паллаштарать, сĕнỹсем парать. Вăл шăпа çапла килсе тухнăшăн, совет саманинче вĕренсе çын пулнăшăн пĕртте ỹпкелешмест.

Анатолий Степанович Ольга Андреевна мăшăрĕпе пурнăç çулĕпе 60 çул юнашар утаççĕ. Мăшăрĕ районти вăрлăх инспекцийĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăхăт шăвать пулин те, вĕсем халĕ те ĕçсĕр лармаççĕ, картишĕнче ĕне, пăру, чăх-чĕп пур. Ĕçчен те туслă мăшăр виçĕ ачине ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Виççĕшĕ те вĕреннĕ ăста специалистсем. Ывăлĕ Юрий Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чылай спорт мастерне хатĕрленĕ. Хĕрĕсем те, Людмилăпа Ирина, яваплă ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне ултă мăнук парнеленĕ, кĕçĕн мăнукĕ те çитĕнет. Вĕсем аслисене кил хуçалăхра пулăшсах тăраççĕ.

Бронюковсем малашне те пĕр-пĕринпе туслă тата килĕштерсе пурăнччăр. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1