ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Мартăн 22-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администраци пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ, унта территорисен малашлăх аталанăвне сỹтсе явнă.
Канашлу хыççăн Михаил Игнатьев муниципаллă служащисене патшалăх наградисене парса чысланă. Палăртма кăмăллă, хисепе тивĕçнисем хушшинче район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - йĕркелỹпе тĕрĕслев, кадр тата право ĕçĕсен пай начальникĕ Юрий Ямсков та пур. Вăл "Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн" хисеп паллине тивĕçнĕ.
Юрий Вячеславович район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕнче 2014 çултанпа ĕçлет. Çак хушăра вăл хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçланипе тата пĕлсе йĕркеленипе, тĕрĕс йышăнусем тума пултарнипе палăрнă.
Юрий Ямсков тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнать. Районта республика шайĕнчи Хĕллехи ял вăййисене хатĕрлесе ирттернĕ çĕрте те пуçарулăхпа палăрнă, волонтерсемпе тата тренерсемпе ĕçе аван йĕркеленĕ. Ачасем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесе ирттерес ĕçе те тăтăшах хутшăнать.
Ĕçри пуçарулăхне кура Юрий Ямскова Чăваш Республикин финанс министрĕн Тав çырăвĕпе, ЧР Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен комитечĕн Тав çырăвĕпе, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕпе, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотипе, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |