Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Инкек вăхăтĕнче çухалса каймалла мар

Категория: Общество Опубликовано: 28.03.2018, 10:24 Просмотров: 560

Мартăн 29-30-мĕшĕсенче районта командăпа штаб вĕрентĕвĕ (КШУ) пулать. Вăл виçĕ тапхăрпа иртет. Ăна Чăваш Республикин гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас тата сирес, пушар тата шыв объекчĕсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе 2018 çулта ирттерме пăхса хунă тĕп мероприятисен планĕпе килĕшỹллĕн йĕркелеççĕ.

Хисеплĕ район çыннисем, вĕренỹ вăхăтĕнче район центрĕнче сирена сассине илтсен, пушарпа полици тата медицина машинисене асăрхасан, форма тăхăннă çынсем тем пулнă пек унталла-кунталла васкаса чупнине курсан хăрама кирлĕ мар. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан (Турă ун пеккинчен пире çăлсах тăтăр!) хамăра тытма пĕлнине, мĕн хыççăн мĕн тумаллине, инкеке лекнĕ çынсене вăхăтра тата тĕрĕс пулăшу пама пĕлнине тĕрĕслес тата хăнăху парас енĕпе вĕрентỹ иртĕ.

Палăртмалла, мартăн 29-мĕшĕнче районта пĕрремĕш тапхăр - хатĕрленỹ тапхăрĕ - пулать. Çак кун вĕрентỹ докуменчĕсене тишкерĕç, практика мероприятийĕсем ирттерме палăртнă вырăнсене хатĕрлĕç. Кунсăр пуçне "Централизациленĕ клуб тытăмĕ" АУ-ра вырнаçнă эвакопункта тата хỹтĕлев хатĕрĕсем памалли пункта, "Хĕвел" ача сачĕ" МАДОУ тытăмĕнче вырнаçнă хỹтĕлев сооруженине, "Хастар" ФСК тытăмĕнчи санитарипе çăвăнса тухмалли пункта, район больницинче вырнаçнă кĕпе-йĕме сиенсĕрлетмелли станцие тата "В.В.Крыцов" предпринимателĕн СТОА тытăмĕнчи транспорта сиенсĕрлетмелли станцие пăхса тухĕç.

Иккĕмĕш кунне, мартăн 30-мĕшĕнче, ирхи 7 сехетрен пуçласа 11 сехетчен çутçанталăк тата техногенлă характерлă чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас хăрушлăхра (тĕслĕх-рен, пĕр-пĕр нумай хваттерлĕ çуртра е социаллă объектра пушар тухни, газ сирпĕнни, е пысăк çул-йĕр инкекĕ) аварипе çăлав службисен пурнăçламалли ĕçне пăхса тухĕç. Çак "инкексене" сирессипе ĕçленĕ ятарлă службăсен ĕçне хакланипе тата тишкернипе командăпа штаб вĕрентĕвĕн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленĕ.

Виççĕмĕш тапхăра техногенлă тата диверсипе террористсен акчĕсемпе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăрăва сирессине халаллĕç. Çак "инкексене" сирес тĕлĕшпе те районти аварипе çăлав службисем хăйсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса кал-кал ĕçлес пултарулăхне кăтартма тивĕ.

Юлашкинчен командăпа штаб вĕрентĕвне (тренировкине) пĕтĕмĕшле хак парĕç, аварипе çăлав службисен ĕçне тишкерĕç.

В.ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1