Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Электронлă мелпе анлăн усă кураççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 30.03.2018, 09:42 Просмотров: 446

Пурнăç улшăнсах пырать, çавна май патшалăх пулăшăвĕсене кӳресси те çĕнелет-урăхланать. Хальхи вăхăтра нумай пулăшупа электронлă мелпе усă курма пулать, тĕслĕхрен, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /вырăсла кĕскен ЕПГУ/ урлă. Пĕрлехи порталта миçе çын регистрациленнĕ? Унта юлашки вăхăтра мĕнле улшăнусем пулнă? Пирĕн çак тата ытти ыйтăва ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов хуравлать.

- Александр Степанович, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура çакăн пек тĕллев лартрĕ: «Ултă çулта патшалăхăн пĕтĕм пулăшăвне чăн вăхăт режимĕпе кӳмелле». Чăваш Ен ку тĕллеве пурнăçлама пултарать-и?

- Патшалăх ертӳçин хушăвне пурнăçлас тесе Чăваш Республики хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тăвать. Ку тĕллев çăмăлах мар, çапах ăна пурнăçлама пулать. Электронлă правительство йĕркелесси - хальхи патшалăх аталанăвĕн çĕнĕ курсĕ. Пулăшусенчен нумайăшне халех онлайн мелпе, килтен тухмасăрах, илме пулать. Çак-нашкал хутшăнусене пурнăçăн тĕрлĕ сферинче йĕркеленĕ: ЖКХ, вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ, транспорт, социаллă сфера тата ытти те. Паллах, усă курма май пур пулăшусемпе сервиссен шучĕ ан-лăлансах пырать, çапла вара влаçпа обществăн хутшăнăвĕ исем те ансатрах пулаççĕ. Республикăра пурăнакансем патшалăхăн пĕтĕм пулăшăвĕпе дистанци сервисĕсем урлă усă курма пултарччăр тесе эпир питĕ тăрăшатпăр.

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр ен - регионти информаци порталĕсене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе интеграцилесси. Çак порталта пĕрре регистрациленсе «учетная запись» илсен гражданин патшалăхăн тĕрлĕ сайтĕнче пулăшу илме пултарать.

- Пĕрлехи порталта миçе çын регистрациленнĕ? Ку енĕпе хăш ӳсĕмри çынсем хастартарах?

- Раççей Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх - Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче çĕршыври 68 миллион гражданин регистрациленнĕ. Чăваш Ен халĕ те, малтанхи пекех, ресурспа усă куракансен йышĕ ӳснипе палăрса тăрать. Пирĕн республикăра пурăнакан 14 çулти тата унран аслăрах çынсен 56,3 проценчĕн Пĕрлехи пор-талта «учетная запись» пур. Унпа ытларах çамрăксем тата вăтам çулсенчи çынсем усă кураççĕ.

- Кăçалхи февраль уйăхĕнчен врач патне электронлă майпа çырăнмалли йĕрке улшăнчĕ. Асăннă çĕнĕлĕхе çынсем хăнăхма ĕлкĕрчĕç-и?

- Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа врач патне электронлă майпа çырăнас тесен малтан ЕПГУ-ра регистрациленмелле. Ку çĕнĕлĕхсем граждансем порталти харпăр хăй кабинечĕпе ĕçлессине çăмăллатма тивĕç, патшалăхăн электронлă пулăшăвĕпе усă курас тесе хушма логинсемпе парольсем ас туса юлма тивмест. Врач патне çырăнас тесен тулли регистраци тумалла мар, паспортпа СНИЛС кăтартăвĕсене çеç çырмалла. Çын çак мелпех хăйĕн ачине те çырма пултарать, чăн та, ун пек чухне пепкин СНИЛС-ĕн кăтартăвĕсем кирлĕ. Врач патне малтан хăнăхнă мелсемпе те - регистратура е call-центр урлă _ çырăнма пулать. Чăваш Енре çулсеренех тухтăр патне 2 миллион ытла çын электронлă регистратура урлă çырăнать.

- Чăваш Енре пурăнакансем ытларах хăш пулăшусемпе усă кураççĕ?

- Паянхи кун Чăваш Республикин власть органĕсем патшалăхăн тата муниципалитетăн 60-а яхăн пулăшăвне кӳреççĕ. Чăваш Енре пурăнакансем 2017 çулта регион пулăшăвĕсене «Патшалăх пулăшăвĕсем» сайт урлă илес тĕллевпе 168 пине яхăн заявка çырнă. Порталпа усă курасси 3 хут ӳснĕ. Регион шайĕнчи çак пулăшусем анлă сарăлнă: врач патне, ача садне çырăнасси, ЗАГС органĕсен сервисĕсем, архив справкисене илесси. Федераци пулăшăвĕсенчен - Раççей Пенси фондĕнчи «лицевой счет» тăрăмĕ пирки информаци, водитель удостоверенине илесси, автомобиле регистрацилесси, пропискăна тăрасси. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2017 çулта халăхăн 60% патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă мелпе усă курнă.

- Кăçалтанпа строительство пуç-ламалли ирĕке те электронлă мелпе илме пулать.

- Çапла, кăçалтанпа строительство пуçламалли, объекта хута ямалли ирĕке илме, строительство планне саккас пама чылай çăмăлрах. Çак пулăшусене халĕ хуласен тата ял тăрăхĕсен адми-нистрацийĕсем пурте электронлă мелпе кӳреççĕ. Малтан вара ку сервиспа Шупашкарта çеç усă курма май пулнă. Заявкăна Пĕрлехи портал урлă памалла: ятарлă формăна тултармалла та кирлĕ документсене çирĕплетмелле. Ыйту тӳрех власть органне çитет, хатĕр документ - çыннăн харпăр хăй кабинетне.

-  Пĕрлехи порталпа усă куракансене кăçал тата мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ?

- Пĕлтĕрхи çĕнĕлĕхсем кăçал та вăйра тăраççĕ. ЕПГУ-па усă курса çынсем вăхăтне çеç мар, укçине те перекетлеме пултараççĕ. Кăçал Пĕрлехи порталти «Манăн сывлăх» пайра çĕнĕ пулăшусем пулĕç. Тĕслĕхрен, çын хăш медицина организацийĕ çумне çирĕпленни тата хăш страховани компанине суйлани пирки калакан информаци. Унтах çын медицина организацийĕ çумне çирĕпленесси пирки заявлени çырма, хăйĕн электронлă медицина карттинчен информаци илме пултарать.

Чăваш Республики 2018 çулта реги-онсен информаци технологийĕсен сферинчи проекчĕсене пулăшма федераци бюджетĕнчен уйăракан субсидие илекенсен шутне кĕчĕ. Çав укçа - 12,5 миллион тенкĕ - çĕнĕ пулăшусене электронлă меле куçарма, регионăн Пĕрлехи порталти контентне çĕнетме каять.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5