ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кашни çулах хуçасăр йытăсем пирки пĕр хушă хĕрỹ калаçатпăр, тем вăхăтран лăпланатпăр. Анчах та тепĕр çул çак ыйту каллех тухса тăрать. Темшĕн унăн çивĕчлĕхĕ пĕрре те чакмасть...
Çуран утакан çын чупакан хуçасăр йытта курсан унран мĕн кĕтмеллине те пĕлмест. Шкултан таврăнакан, йывăр сумкине çурăм хыçне çакнă ача (кĕçĕн класра вĕренет-и вăл е аслă классенче) йĕркеллĕ утса пынă вăхăтрах хăйĕн çине йытă тапăнсан пушшех те çухалса каять. Аслисем шикленетпĕр те, ача еплерех хăрать пуль. Ахаль чупса çỹрекен йытă выçă пулни иккĕлентермест, выçлăх вара хаярлăха çаврăнать, йытă ним айăпсăр çынна çыртма та пултарать. Кунта вара кам айăплă? Йĕркеллĕ утса пыракан çын-и? Е выçă йытă? Паллах, йытă теме те пулать. Ăна вăл тĕрĕс мар туни пирки ăнлантараймастăн, вăл та сана мĕншĕн çапла хăтланни пирки сăмах та хушаймасть. Кунта манăн йытă хуçине айăплас килет. Унăн хуçи пулнах-тăр.
Хăш-пĕр кил хуçи йыттине кăкармасăрах усрать. Темшĕн хăйĕн йыттишĕн вăлах яваплă пулни пирки шухăшламасть. Е вăл картиш тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшать-и? Темшĕн хăш-пĕр çыннăн чĕрине теприн хуй-хи пăлхатмасть. Е харпăр хăйне пырса тивсен кăна хуйхă мĕн иккенне ăнланатпăр-ши? Выçă хаяр йытă çыртса амантма кăна мар, çурса тăкса çынна вĕлерме те пултарать вĕт. Çакăн евĕрлĕ хăрушă инкек пирки чылайăшĕ илтмен мар.
Нумай вăхăт çапкаланса çỹренĕ йытă çыртсан çынна тĕрлĕ чир-чĕр çулăхма та пултарать. Ку та çын организмне пысăк сиен кỹрет. Вăхăтра пулăшу параймасан çын пурнăçĕ татăласси те инçех мар.
Йытăсем пирки сăмах хускатнă май пĕр пĕлĕшĕм каласа пани ниепле те манăçмасть. Пĕррехинче ирхине пĕр ялта пурăнакансем сĕт пухакансене кĕтсе тăнă чухне йытăпа утакан хĕрачана курах кайнă. Йытă çавăртса пыраканскертен вăл ăçта кайни пирки кăсăкланнă хайхисем. "Анне йытта çак яла килсе яма хушрĕ-ха", - пулнă хурав. Хальччен хăйсем патĕнче усранă йытăран хăтăлма шутланă имĕш. Пĕлĕшĕм каланă тăрăх, паянхи кун та чупать иккен çак йытă çав ялта. Тĕлĕнмелле, сăмах та çитмест. Пулаççĕ вĕт чĕресĕр çынсем...
Юлашкинчен çакна калас килет: хисеплĕ вулаканăмăрсем, килти йытта кăкарса усрăр, унсăрăн çынна çыртсан сире, хуçине, явап тыттарĕç.
Хальхи вăхăтра тата ял çыннине тилĕсем яла пыни пăшăрхантарать. Районти полици уйрăмĕн начальникĕ Александр Михопаркин каланă тăрăх, кун пек тĕслĕхсем Трапай тата Пчелка ялĕсенче пулни пирки ял çыннисем пĕлтернĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин тĕп врачĕ Лев Гущин пĕлтернĕ тăрăх, Хурапырпа Вишенерте те тилĕсем яла тухни паллă. Çынсенчен илтнĕ тăрăх, тилĕсем Туктамăш ялĕнче те сăтăр тума ĕлкĕрнĕ, чăхсене тытнă. Çакна пĕр кил хуçин видеокамери çирĕплетет.
Тилĕсенчен асăрханăр, вĕсем килти выльăха чир ертме пултараççĕ. Тилле курсанах тăхтаса тăмасăр кирлĕ çĕре пĕлтерĕр.
Н.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |