ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Апрель уйăхĕ те, ыттисем пекех, сумлă юбилейсемпе пуян. Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕн сотрудникĕсем нумаях пулмасть ветерансем патне çитсе вĕсене юбилейĕсемпе саламланă, 90 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам Çырăвĕпе паллаштарнă.
Акă апрелĕн 3-мĕшĕнче Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан Надежда Ильинична Иванова, апрелĕн 4-мĕшĕнче Шулю ялĕнчи Мария Ивановна Шуськина хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă.
90 çула çитесси - уй урлă каçасси мар. Çак çулти ватăсен çамрăклăхĕ пĕрпекрех иртнĕ. Нушине сахал мар курма тивнĕ ветерансен. Вĕсем мĕн ачаран аслисемпе тан уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, çутă ĕмĕтпе малалла талпăннă. Тата çамрăкраххисем вĕсенчен ĕçе хăнăхса пынă, тĕслĕх илнĕ. Надежда Ильинична Иванова та хăйĕн пурнăçне колхоза халалланă, мăшăрлансан икĕ ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене ура çине тăратас тесе вăй-халне шеллемен. Халĕ вăл пĕчченех пурăнать пулин те, ачисем ун патне килсе çỹреççĕ, кил хуçалăхĕнче пулăшаççĕ. Кинемей тăватă мăнукпа икĕ кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсене курса савăнать.
Мария Ивановна Шуськина та пурнăçпа кăмăллă: "Лайăх пурăнатăп, пурте пур. Хăлха кăна кăшт япăхрах илтме пуçларĕ. Çакă кăна пăшăрхантарать. Пурнăç çăмăл пулмарĕ, анчах та вăл телейлĕ иртрĕ. Мăшăрăмпа виçĕ ача çуратса ỹстертĕмĕр. Иксĕмĕр те ĕмĕр тăршшĕпех ялхуçалăхĕнче вăй хутăмăр. Пирĕн ачасем те мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса пычĕç", - тет тыл ĕçченĕ. Ĕçлеме хăнăхнăскер халĕ те кил хуçалăхĕнче тăрмашма кăмăллать. Паянхи кун вăл хĕрĕпе пурăнать. Çывăх çынсен тимлĕхĕпе юратăвĕ кăна çак çула çитме вăй-хăват парать. Тепĕр юбилее çитиччен пурăнмалла пултăр вĕсен.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |