Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕр хăнăхнă çулпа

Категория: Общество Опубликовано: 25.04.2018, 11:15 Просмотров: 602

Ilin-AnatoliАкташ ялĕнче пурăнакан Анатолий Ильин хальхи вăхăтра Элĕк районне кĕрекен Мăн Ямаш ялĕн лавккинче ĕçлет. Кунта вăл çĕнĕ çулăн иккĕмĕш эрнинче тимлеме пуçланă.

Çулĕсем тивĕçлĕ кану еннелле сулăннă пулин те, сăн-питрен тата вăй-хăватран аптрамасть-ха, çавăнпа та икĕ ял хушшинчи икĕ çухрăмри çулпа утасси уншăн темех мар. Ачаранпах хăнăхнă çулпа, юлташĕ-семпе пĕрле, Мăн Ямаш шкулне кунсерен вĕренме çỹренĕ-çке вăл. Халĕ, акă, лăпкă та сапайлă арçын çак ялти лавкка заведующийĕнче тимлет.

Ку, паллах, ăнсăртран мар - унччен вăл Етĕрне райпо правленийĕ урлă сутуçăсен ултă уйăхлăх курсĕсенче пĕлĕвне ỹстернĕ, чылай хушă Акташпа кỹршĕри Анат Çĕрпỹкасси тата Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшри лавккасенче тăрăшнă. Анатолий Ильин çирĕм тăваттăра авланнă, Етĕрне районĕнчи Хурама-лăхра çуралса ỹснĕ хитре хĕрпе, Людмила Демьяновапа, çемье çавăр-нă, вĕсен хĕрпе икĕ ывăл çуралнă. Мăшăр вăтăр çул каялла чаплă кил-çурт çавăрнă. Обществăра та, çемьере те лăпкă пулнăран вĕсене ял халăхĕ хисепленĕ: Анатолий Ильина Кив Атикасси ял Канашĕн депутатне суйланă, "Марксист" колхоз парт-организацийĕ ăна хăйĕн йышне ил-нĕ. Каярахпа пĕр ĕçе те тиркемен маттур арçынна "Свобода" колхоз правленийĕ выльăх-чĕрлĕх фермин заведующийĕ, уй-хир бригадирĕ пулма та шаннă. Кун-çул сисĕнмесĕрех малалла шунă...

- Ачасем ỹссе çитсе пурнăç çулĕ çине тухрĕç, çемьеллĕ, кашнин ик-шер ача çитĕнет. Ывăлсем, Артурпа Евгений, хулара тĕпленчĕç, Ольга хĕрĕмĕр Тури Çĕрпỹкассинче почтальонра ĕçлет. Савнă мăшăр "Свобода" колхоз ферминче вăй хучĕ, пĕлтĕр тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Манăн тата виçĕ çул ĕçлеме тивет. Сывлăх пур чух ĕçлесчĕ-ха, - терĕ сăпайлăн 57-ри ĕçчен арçын.

Кỹршĕ яла кунсерен утни сая кайманни çинчен те асăнчĕ сутуçă. Суйласа илнĕ ĕçе чунтан юратни, халăхпа кăмăллăн калаçни, вăхăтпа пĕлсе тата тĕрĕс усă курни ăна ỹсĕм çулĕпе утма май парать. Ахальтен мар Элĕк райповĕн председателĕ Юрий Александрович Харитонов ăна пĕрремĕш квартал планĕсене тултарнăшăн сутуçăсен пухăвĕнче ырланă. Ертỹçĕ сăмахĕ Анатолий Ильина, паллах, савăнтарнă тата хавхалантарнă.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5