ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*******************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Районта çуркуннепе кĕркунне Призывник кунне ирттересси йăлана кĕчĕ. Призыв кампанийĕпе çыхăннă яваплă тапхăр тивĕçлĕ шайра ирттĕр тесе йĕркеленĕ çавăн пек мероприяти ĕнер районти Культура çуртĕнче иртрĕ. Çавна май унта çар комиссариачĕн, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн ĕçченĕсем, аслă классенче вĕренекенсем, пулас салтаксем, ашшĕ-амăшĕ чылаййăн пухăнчĕç. Мероприятие районти Культура çурчĕн заведующийĕ Ольга Сергеева ертсе пычĕ.
Пухăннисем пулас салтаксене çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама, вăхăт çитсен тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунчĕç. Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсен çар комиссариачĕн начальникĕ Александр Прокопьев районти 26 каччăна салтака тухса каймалли куна палăртнă повесткăсене пачĕ. Повесткăсемпе килĕшỹллĕн, салтак юрри районта июнĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 7-мĕшĕччен янăрĕ.
Кăçал çурхи призывпа салтака каякансем: Андрей Николаевич Большов (Пĕчĕк Этмен), Игорь Сергеевич Бронюковпа Константин Олегович Иванов (Атнар), Юрий Михайлович Воронцовпа Эдуард Николаевич Калейкин (Тралькасси), Владимир Андреевич Кондратьев, Николай Иванович Кудряев, Алексей Дмитриевич Смалайкин, Андрей Игоревич Храмов (Туканаш), Владимир Юрьевич Мадиков (Уйпуç), Алексей Юрьевич Максимов (Вырăсушкăнь), Денис Олегович Матейкин, Николай Иванович Прокопьев, Михаил Александрович Мидаков (Туктамăш), Никита Петрович Медведев (Тури Çĕрпỹкасси), Владимир Юрьевич Михайлов (Сорăм), Алексей Сергеевич Мокеев (Тракушкăнь), Николай Вячеславович Меркиташкин (Хирлỹкасси), Денис Ва-сильевич Немешкин (Калкасси), Николай Юрьевич Семеновпа Владимир Александрович Семенов (Хăмаркка), Максим Владимирович Серейкин (Трапай), Иван Владиславович Чамжайкин (Шулю), Алексей Владимирович Чернов (Мучикасси), Александр Владимирович Яковлев (Кив Атикасси), Денис Николаевич Якимов (Хурашаш).
Салтака кайма хатĕрленекенсем ячĕпе Атнарти Константин Иванов сăмах илчĕ. Каччă тупа сăмахĕсене каланă хыççăн ытти призывниксем те тупа турĕç. Амăшĕсен ячĕпе Шулюри Маргарита Ивановна Чамжайкина тухса калаçрĕ.
Призывник кунĕ районти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе вĕçленчĕ.
А.КАРПОВА.
Декабрь 2025 |
