Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                                     *******************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Пăшал тавăракана укçан хавхалантаратпăр

Категория: Общество Опубликовано: 27.04.2018, 13:02 Просмотров: 503

Районти полици уйрăмĕ вутлă хĕç-пăшалпа, вăрçă хатĕрĕсемпе, сирпĕнекен япаласемпе тата ытти хатĕрсемпе çыхăннă преступленисен профилактикине пысăк тимлĕх уйăрать. Анчах та оперативлă профилактика ĕçĕсене ирттерсех тăратпăр пулин те хăш-пĕр граждансем административлă саккуна пăснă тĕслĕхсем те пулкалаççĕ. Ытларах хĕç-пăшала упрамалли условисене тата регистрацилемелли сроксене пăсаççĕ.

Палăртса хăварас килет, паянхи куна район территорийĕнче çаврăнăшра 300 ытла единица хĕç-пăшал пур. Регистрацилемен хĕç-пăшал пирĕн районта хальлĕхе пур-ха. Районта пурăнакансене çакна аса илтеретпĕр: камăн килĕнче регистрацилемен пăшал пур, вĕсем ăна хăйсен ирĕкĕпе районти полици уйрăмне килсе пама пултараççĕ. Хĕç-пăшал хатĕрĕсене хăйсен ирĕкĕпе паракансене патшалăх укçа тỹлет. Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, вутлă хĕç-пăшала хăй ирĕкĕпе тавăрса паракан çынна (ют çĕршыв гражданинне те), енчен те вăл преступлени туман пулсан, уголовлă явап тыттармаççĕ. Регистрацилемен пăшалпа тытса чарсан вара явап тытма тиветех. 2017 çулта район çыннисем хăйсен ирĕкĕпе 2 единица пăшал килсе пачĕç. Çар припасĕсене саккунсăр упранипе çыхăннă пĕр преступление регистрацилерĕмĕр.

А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4