Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ветерансене пулăшасси - пирĕн тĕллев

Категория: Общество Опубликовано: 04.05.2018, 09:31 Просмотров: 702

Умра чи сăваплă уявсенчен пĕри - Çĕнтерỹ кунĕ. Çак кун савăнăçлă кăна мар, хурлăхлă та. Пирĕн ентешсем те Аслă Çĕнтерĕве хăйсен пысăк тỹпине хывнă. Фронта тухса кайнă 8020 çынран 3818-шĕ çеç каялла таврăннă. Шел те, çулсем иртнĕ май вĕсен хисепĕ самаях чакрĕ. Паянхи куна районта 9 ветеран кăна пурăнать. Ял тăрăхĕсемпе илсен, Атнар, Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк ял тăрăхĕсенче икшер, Ачкассипе Кив Атикасси тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенче пĕрер вăрçă ветеранĕ пурăнать. Ытти ял тăрăхĕсенче вара, шел пулин те, вăрçă ветеранĕсем юлман.

Хĕрарăмсемпе ачасем, ватăсем вăрçа тухса кайнă арçынсем вырăнне пĕтĕм йывăр ĕçе хăйсем çине илнĕ: тыр-пул ỹстернĕ, вăрман ĕçленĕ, хỹтĕлев сооруженийĕ-сем ăсталанă... Сăмах май, хальхи вăхăтра районта 301 тыл ĕçченĕ тата 126 салтак арăмĕ. Вĕсем те Çĕнтерỹ кунĕнче ветерансемпе танах хисепе тивĕç.

Социаллă хỹтлĕх пайĕ социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен учрежденипе, ветерансен обществăлла организацийĕсен тата муниципаллă пĕрлешỹсен представителĕсемпе пĕрле вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене тĕрĕслесе тухрĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх ветерансене социаллă пулăшу мерисемпе усă курма пулăшатпăр, консультаци паратпăр, нушаланакансене социаллă пулăшупа тивĕçтеретпĕр.

РФ Президенчĕн "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен" Указне пурнăçлама тытăннăранпа районта пĕтĕмпе çурт-йĕр тума е туянма пĕр хутчен тивĕçекен укçа тỹлевĕ илме ирĕк паракан 266 свидетельство панă. Кăçал кун пек пĕр свидетельство патăмăр. Иккĕмĕш кварталти тỹлев виçи 1 млн та 159 пин те 92 тенкĕпе танлашать.

Аслă Çĕнтерĕве 73 çул çитнĕ май вăрçă ветеранĕ-семпе тыл ĕçченĕсене тата салтак арăмĕсене пурне те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн открыткисене парса саламлĕç. Района кун пек 436 открытка килсе çитрĕ, вĕсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсене ветерансене килĕрен валеçме патăмăр та ĕнтĕ. Вăрçă ветеранĕсене майăн 8-мĕшĕнче хушма парнесемпе савăнтарăпăр.

Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Çавăнпа та вĕсем пирĕнпе юнашар чухне вĕсене ытларах тимлĕх уйăрасчĕ, хисеплесчĕ, пулăшасчĕ! Вĕсен сывлăхĕсем çирĕп, ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!

Вера ЯРАБАЕВА, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5