Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

73 çул иртсен…

Категория: Общество Опубликовано: 04.05.2018, 09:38 Просмотров: 641

InederkinПирĕн тепĕр ентеше те Совет Союзĕн Геройĕн ятне памалла пулнă

1945 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче, 73 çул каялла, Одер юханшывĕн сулахай çыранĕнче нимĕç фашисчĕсемпе пынă хĕрỹ çапăçу вăхăтĕнче Питĕркассинче çуралса ỹснĕ 36 çулхи чăваш арçынни паттăрлăх кăтартса пуçне хунă. Çакăншăн ăна, стрелоксен 397-мĕш дивизийĕн 447-мĕш Пинск полкĕн 45 миллиметрлă тупăсен батарейин командирне Яков Андреевич Инедеркин лейтенанта, Совет Союзĕн Геройĕн ятне те памалла пулнă...

Шкул директорĕнчен - вăрçа

Яков Инедеркин вилни пирки калакан "хура хут" мăшăрĕ патне 1945 çулхи апрель уйăхĕн вĕçĕнче, Çĕнтерỹччен темиçе кун малтан, килнĕ. "Атте вилни пирки пĕлсен аннепе ампар умне ларса макăртăмăр", - каласа парать Яков Инедеркинăн хĕрĕ Раиса Князева.

84 çулхи Раиса Яковлевна хальхи вăхăтра Шорово ялĕнче пурăнать. "Манăн аттепе анне иккĕшĕ те Питĕркассинче, хальхи Тĕп урамра пурăннă. Атте 1909 çулта çуралнă, анне, Перасковия Ивановна, 1910 çулта. Вĕсем 1933 çулта пĕрлешнĕ. Пĕрле сакăр çул кăна пурăннă, 1942 çулта аттене вăрçа илсе кайнă. Анне аттерен икĕ хĕрпе, ывăлпа тата хырăмри ачипе тăрса юлнă. Эпир ун чухне Питĕркассинче маçаксен килĕнче пурăнаттăмăр, - терĕ Раиса Яковлевна асаилỹсен çăмхине сỹтнĕ май. - Аттене эпĕ кăшт анчах астăватăп. Вăрçа кайнă чухне ăна маçакпа анне лаша кỹлсе Вăрнара ăсатма кайрĕç".

Яков Инедеркин Хĕрлĕ Чутайри педтехникумран вĕренсе тухсан Ачкассинчи пуçламăш шкулта тата Туктамăшри тулли мар вăтам шкулта ĕçленĕ. Унтан Питĕркасси шкулĕнче химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Пĕр хушă роно пуçлăхĕнче те тимленĕ. Вăрçа кайнă чухне вăл шкул директорĕ пулнă.

Яков Андреевич çутçанталăка питĕ юратнă, сунара çỹренĕ. Пахчара улмуççи, чечексем нумай ỹстернĕ. Яков Инедеркинăн ашшĕ те, Андрей Трофимович, вĕреннĕ çын пулнă, 1914 çулта вăрçа хутшăнса Георгий хĕресне те, ытти наградăсене те тивĕçнĕ. Вăл вăрçăри ывăлĕпе çыру çỹретнĕ.

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Яков Инедеркина ăçта пытарни пирки тăванĕсем 70 çул ытла нимĕн те пĕлмен. Анчах та 2016 çулхи декабрь уйăхĕнче Шупашкарти 57-мĕш шкулти "Набат" шырав клубĕн членĕсем Яков Инедеркинăн мăнукне, Раиса Яковлевнан хĕрне Татьяна Орлована, хăйсем патне чĕннĕ. Вĕсем Татьянăна кукашшĕне 1945 çулта Одер юханшывĕ хĕрринчи çапăçура плацдарма ярса илнĕ чух паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне илме тăратнă хута панă.

Паллах, тăванĕсемшĕн ку кĕтменлĕх пулнă. "Набат" клуб хастарĕсене питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр, вĕсем питĕ пархатарлă ĕç тăваççĕ, - тет Яков Инедеркинăн тепĕр мăнукĕ Галина Павлова. - Эпир кукаçи çинчен нимĕн те пĕлмен. Пуринчен ытла аннешĕн Раиса Яковлевнăшăн савăнатăп. Вăл ашшĕ паттăр та хăюллă салтак пулнине, ăна ăçта пытарнине пĕлчĕ.

Тĕрĕссипе, çак таранччен кукаçин шăпипе кăсăкланманшăн пире намăс та пулчĕ. Халĕ вара, кукаçине ăçта пытарнине пĕлнĕ хыççăн, хускалтăмăр темелле, ăна пытарнă çĕре те çитсе килесшĕн. Пирĕн унăн вилтăпри çине çитсе пуç таймаллах..."

Яков Инедеркина ăçта пытарнине пĕлме те "Набат" шырав клубĕн хастарĕсемех пулăшнă. Вĕсем Раççей Федерацийĕн Германири посольствине çырупа тухнă. Часах Инедеркин лейтенанта Германири Бранденбург çĕрĕ çинчи Карлистэиль ялĕ çывăхĕнче пытарни пирки калакан хыпар килнĕ.IMG 1823

Шкулпа урама герой ятне парасшăн

Яков Андреевич Инедеркин çапăçу хирĕнче виçĕ хутчен аманнă. Вăл Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденне тата Ленин орденне тивĕçнĕ, унăн ытти наградăсем те пулнă. Кăçал вара, Çĕнтерỹ хыççăн 73 çул иртсен, Яков Инедеркин вилнĕ хыççăн тивĕçнĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденне (çакна 61-мĕш армин çар командующийĕн 1945 çулхи майăн 12-мĕшĕнчи 484Ỹн номерлĕ хушăвĕ çирĕплетет) тăванĕсене панă. Мĕнле калаççĕ-ха кун пек чухне - "награда хăйĕн геройне тупнă".

Кăçалхи февралĕн 22-мĕшĕнче Шу-пашкарта Çĕршыв хỹтĕлевçин кунне уявланă чух республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раиса Князевана ашшĕ пысăк шайри наградăна тивĕçнине ĕнентерекен удостоверение панă. Ăна хумханса, чĕтрекен алăсемпе илнĕ Раиса Яковлевна, унăн куçĕ те шывланнă...

Халĕ вара Яков Инедеркинăн тăванĕсем, юлташĕсем пулăшнипе, Питĕркассинчи паттăр пурăннă урама тата вăл ĕçленĕ шкула унăн ятне парссишĕн тăрăшаççĕ.

Паянхи кун Питĕркассинче Яков Андреевич çуралса ỹссе пурăннă çурт вырăнче лавкка вырнаçнă. Çурчĕ çук пулин те, вăл пурăннă урам тата ĕçленĕ шкул унăн ячĕпе хисепленсен питĕ тĕрĕс пулмалла. Совет Союзĕн Геройĕн ятне илме тăратнă хутсен шăпи паллă мар пулин те, мĕнле сăлтава пула пирĕн ентеш вăрçă вăхăтĕнчи пысăк наградăна тивĕçейменнине пĕлейместпĕр пулсан та, Яков Андреевич Инедеркин пирĕншĕн - чăн-чăн герой.

Яланах асра тытĕç

Паянхи кун Яков Инедеркинăн тăватă ачинчен пĕр хĕрĕ кăна, Раиса Яковлевна, пурăнать. Вăл - ĕç ветеранĕ, 36 çул хушши район больницин терапи уйрăмĕнче санитаркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Шоровăри Михаил Князевпа çемье çавăрса виçĕ ача - Татьяна, Галина, Владимир - çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Хĕрĕсем çемьеллĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Раиса Яковлевна ялта хăй 43 çулта чухне пурнăç парнеленĕ Владимир ывăлĕпе пурăнать. Халĕ уншăн ватă питĕ хĕпĕртет - ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем хăйне çав тери лайăх пăхнине калать. Шел те, Раиса Яковлевнăн мăшăрĕ çак ырлăха кураймасть, вăл 22 çул каялла çĕре кĕнĕ.

Раиса Князеван халĕ 5 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук ỹсет. "Килсех çỹреççĕ, мана манса каймаççĕ", - тет вĕсем пирки ватă.

Питĕ хăтлă та тирпейлĕ, таса кил-çуртра пурăнаççĕ Шоровăри Князевсем. Ĕçчен çемье алă усса ларма юратманни тỹрех куçа курăнать.

Паттăр Яков Инедеркинăн йăхне тăсакансем унпа чăннипех мăнаçланаççĕ. Унăн ырă ятне асрах тытĕç вĕсем, нумай çул иртсен тупăннă наградăсемпе документсене те упраса, ăруран ăрăва парса пырĕç.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5