Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

ДРОВА колотые:

дуб, береза, липа.

Доставка.

Тел.: 8 965 687 75 57

8 908 307 01 21

(16+)



 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕмĕт хыççăн кайса

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2024, 08:48 Просмотров: 121

Чылайăшĕ шкул саккинченех пулас професси пирки шухăшлать. Калкасси хĕрĕ Альбина Алексеева та, хĕр чухнехи хушамачĕ Мясникова, ачаранах медицина енĕпе кайма тĕллев лартнă. Малтанах Серенкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ илнĕ, унтан Хĕрлĕ Чутайри шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса Калининри (халĕ Тверь) медицина училищине çул тытнă. Çав хушăрах ĕçленĕ те. Хăйĕн кун-çулне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнăшăн вăл пĕртте кулянмасть. Çынсене сиплесси уншăн чи малта тăрать. Альбина кашни пациентпа ăшшăн калаçать, хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлать. Ахальтен мар Альбина Алексеева медицинăра 1989 çултанпа тăрăшать.

Алла диплом илсенех вăл тăван района таврăннă, Çĕмĕрлери хула больницинче терапи уйрăмĕнче вăй хунă. Малтанах йывăр пулнă, çулсем иртнĕ май опыт та пухăннă. 10 çул хушши тăрăшнă вăл унта, унтан район больницине ĕçлеме куçнă. Альбина Владимировна 1969 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çемьере ултă хĕр çитĕннĕ. Ашшĕ, Владимир Кириллович, ĕмĕр тăршшĕпех радио çыхăнăвĕнче вăй хунă, амăшĕ, Мария Семеновна, стройкăра тăрăшнă. Вĕсем ачисене ура çине тăратас тесе вăй-халне шеллемен, тивĕçлĕ воспитани панă. Хĕрĕсем те ĕçрен хăраман, уроксем хыççăн кил хуçалăхра тăрăшнă, аслисем кĕçĕннисене пăхма пулăшнă. Альбина та пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. Çавăнпах пулĕ ял пурнăçне юратнăран тăван ялтах тĕпленме кăмăл тунă.

Пулас мăшăрĕпе Александр Георгиевичпа паллашни пирки те каласа пачĕ вăл. Çак куна вăл паянхи пек астăвать. Ĕçрен киле кайма тухсан пулас мăшăрĕпе, Элĕк каччипе, сăмах пуçарнă, унтан яш вокзалта билет туяннă, анчах билечĕсене çухатнă. Çапла пуçланнă та вĕсем хушшинчи юрату. Вĕсем мăшăрĕпе алла-аллăн 33 çул утаççĕ ĕнтĕ, виçĕ хĕре - Дианăна, Регинăна тата Каринăна - кун çути парнеленĕ. Регина хĕрĕ амăшĕн çул-йĕрĕпе каяс тенĕ. Хĕр Шупашкарти медицина колледжне пĕтернĕ хыççăн малалла аслă пĕлỹ илес тĕллевпе Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Халĕ вăл иккĕмĕш курс студентки, врач-педиатр профессине алла илет.

"Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех химипе биологи предмечĕсене кăмăллаттăм. Анне те медицина енĕпе кайма сĕнчĕ. Хама та ку професси килĕшет. Çынсене сиплесси - пархатарлă ĕç. Унсăр пуçне физкультурăна паянхи кун та юрататăп. Сывă пурнăç йĕркине тытма кăмăллатăп. Манăн анне чылай çул сывлăх сыхлавĕнче тăрăшать. Халĕ вăл флюорографи пỹлĕмĕнче тимлет. Пирĕн çемье спортпа туслине палăртмалла. Шкулта вĕреннĕ чухнех районта иртекен пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлман", - тет Регина. Канмалли кунсене килсен те хĕр "Хастар" спорт шкулне васкать.

Чăн та, Алексеевсем районта иртекен пур спорт мероприятине те хутшăнаççĕ. Район хаçачĕн парнисемшĕн иртекен спорт фестивалĕнчен те юлмаççĕ. Район чысне республика шайĕнче пĕрре мар хỹтĕленĕ. Вĕсене районта "Спорт çемйи" пек пĕлеççĕ: çăмăл атлетикăра та, ишессипе те, йĕлтĕрпе чупассипе те малта.

Пултаруллă медицина сестри тĕрлĕ конкурссене те хастар хутшăнать. Кăçал кăна республика шайĕнче иртнĕ "Эпĕ - хĕрарăм" конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăннăшăн вăл тĕрлĕ шайри наградăсене, Хисеп хучĕсене сахал мар тивĕçнĕ. Район больницин чысне чупу çулĕ çинче кашни çулах хỹтĕлет вăл. Альбина Владимировна чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне те илме тивĕç пулнă.

Ял çынни ĕçсĕр пурăнаймасть. Çавăнпа пулĕ Алексеевсем пысăк хуçалăх тытаççĕ, сад-пахчинче тĕрлĕ улма-çырла та ỹсет. Унсăр пуçне Альбина Владимировна кил картишĕнче тĕрлĕ чечек çитĕнтерет. Пушă вăхăт тупăнсан та ахаль лармасть, хаçат-журнал вулать. "Район хаçачĕсĕр пурăнаймастăп", - тет.

Çапла, юратнă ĕç çитĕнỹсем тума малалла хавхалантартăр, ăруран-ăрăва куçса пытăр.

А.Васюкова

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3