Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

ДРОВА колотые:

дуб, береза, липа.

Доставка.

Тел.: 8 965 687 75 57

8 908 307 01 21

(16+)



 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ашшĕн çулĕпе

Категория: Общество Опубликовано: 18.10.2024, 12:00 Просмотров: 28

Округри больницăна çамрăк врачсем ĕçлеме килни пурне те савăнăç кỹрет. Кăçал больницăра виçĕ çамрăк врач ĕçлеме тытăнчĕ. Савăнсах пĕлтеретпĕр, вĕсем виççĕшĕ те - Анастасия Константиновна Иванова, Анна Георгиевна Родионова, Марина Сергеевна Токшикова - тăван округра çуралса ỹснĕ. Анастасия Иванова врач-терапевт-участковăйра тимлет, Анна Родионова - врач-невропатолог, Марина Токшикова - врач-педиатр.

Асăннă врачсен округрах çемье çавăрса тĕпленмелле пултăрччĕ, тăван халăх сывлăхĕшĕн тăрăшма вĕсене иксĕлми вăй-хăват тата ăнăçу сунатпăр!

Малалли сăмахăма вара Анастасия Иванова пирки тăсасшăн. Анастасия 2000 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Хĕр Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ.

- Эпĕ 2018 çулта Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм, кăçал вĕренсе пĕтертĕм. Ачаранах эпĕ врач пулма шутлаттăм, мĕншĕн тесен пирĕн çемьере хăйсен пурнăçне медицинăна халалланисем чылаййăн, çакă та витĕм кỹчĕ пулĕ. Асатте хирург пулнă, асанне медицина сестринче тăрăшнă, атте - УЗИ врачĕ, - пĕлтерчĕ Анастасия Иванова.

Анастасия Иванован амăшĕ, Наталья Ивановна, округ администрацийĕн финанс пайĕнче тăрăшать. Ашшĕ, Константин Владимирович, больницăра УЗИ врачĕнче вăй хурать.

Константин Владимирович 1966 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ăс пухнă. Унта вăл лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Ахальтен çапла каламан ĕнтĕ: "Çын пуласси ачаранах паллă". 1984 çулта Константин Иванов асăннă шкулта вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен документа алла илнĕ. Унтан каччă çар ретне тăнă. Çар тивĕçĕсене вăл, ашшĕ пекех, Германире пурнăçланă.

Çамрăк шкул пĕтернипех лăпланма шутламан, чуна килĕшекен професси суйласа илме ĕмĕтленнĕ. Шухăшсем вара тĕрлĕрен пулнă, малтан-мала чĕннĕ çамрăка. Ашшĕпе ывăлĕ пĕр чĕлхе тупнă тĕслĕхсем сахал-и пурнăçра? Çавăнтан пахи мĕнех пултăр. Ашшĕ ывăлне ырă сĕнỹ парать: "Ывăлăм, медицина енĕпе вĕренсен аванччĕ те..." Хирĕçлемест лешĕ, ашшĕ-амăшĕ каланине итлемелле-çке-ха. 1988 çулта каччă, ашшĕ каланă пекех, Хусанти патшалăх медицина институтне çул тытать. Костя çăмăллăнах вĕренме кĕрет. Ултă çултан алла диплом илсе тăван тăрăха таврăнать. Ăна валли Хĕрлĕ Чутайри тĕп больницăрах ĕç вырăнĕ тупăнать. Ашшĕ пекех врач пулса тăрать, çынсене УЗИ пăхма тытăнать.

Анастасия Константиновнăн аслашшĕ, Владимир Алексеевич  - таврара палăрнă, ят-сум çĕнсе илнĕ тухтăрччĕ. Вăл, 1937 çулта Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче çуралнăскер, Хусанти патшалăх медицина институтĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн районти тĕп больницăра хирургра (1965-1981 çулсенче) тăрăшнă. 1981 çултан тытăнса вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен врач-травматологра вăй хунă. Калама кăна çăмăл. Çак хушăра вăл миçе çынна вилĕм аллинчен туртса илсе пурнăç парнелемен-ши? Миçе çамрăк специалиста ăсталăха ỹстерме пулăшман-ши? Çавăнпах пулĕ патшалăх унăн хастар ĕçне хакласа 1976 çулта ăна "Хисеп палли" орденпа наградăланă. Кунсăр пуçне хисеплĕ тухтăрăн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин, КПСС райкомĕн, райбольница администрацийĕн Хисеп хучĕсем сахал мар.

Анастасийăн асламăшĕ те, Тамара Евгеньевна, хăйĕн ĕмĕрне медицина сестринче больницăрах ĕçлесе ирттернĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ.

Натальăпа Константин Ивановсен ывăлĕ Артемий та ашшĕн çулне кăмăлланă. Паян вăл Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 1 курс студенчĕ. Сăмах май, Артемий кăçал Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрĕ.

Ивановсен ĕç династийĕ малалла та тăсăласса шанас килет.

Алина ОРИНОВА 

Aivanova

Kivanov

 Aivanov Vivanov 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3