Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Династин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 289 çул

Категория: Общество Опубликовано: 01.11.2024, 14:02 Просмотров: 732

Иртнĕ хаçатра кăна эпир райбольницăра нумай çул ырми-канми ĕçленĕ Людмила Кузьминична Кчетковапа унăн хĕрĕсем - Татьяна Сергеевна Фондеркина тата Елена Сергеевна Матвеева - хăйсен пурнăçне çынсене сиплес ĕçе халалланине асăнтăмăрччĕ. Паян шăпах вĕсен медицина династийĕпе тĕплĕнрех паллашăпăр. Династи пурĕ 12 çынран тăнине палăртса хăвармалла, вĕсен медицинăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 289 çулпа танлашать. Сахал мар! Çапла-и?

. Татьяна Сергеевна Фондеркина (Кчеткова) 1990 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Шкул пĕтерсен вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. Интернатурăна 2012 çулта республикăри клиника больницинче ирттернĕ, терапевт пулса тăнă. 2013 çултан тытăнса Татьяна Сергеевна районти больницăр диагностика тухтăрĕнче тимлет. Иккĕмĕш категориллĕ тухтăр. Ĕç стажĕ - 11 çул.

 . Елена Сергеевна Матвеева (Кчеткова) 1991 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче кун çути курнă. Шкултан вĕренсе тухсанах вăл та И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă, "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. 2016 çулта республикăри клиника больницинче интернатура ирттернĕ, терапевт специальноçне илнĕ. Елена Сергеевна районти больницăра 2017 çултанпа терапевтра вăй хурать. Ĕç стажĕ - 7 çул.

 . Людмила Кузьминична Кчеткова (хĕр чухнехи хушамачĕ - Костякова) 1961 çулта Çĕмĕрлере çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан медицина енĕпе аслă пĕлỹ илес тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ, ăна 1987 çулта ăнăçлă пĕтернĕ. Республикăри клиника больницинче интернатура тухнă та терапевт специальноçне алла илнĕ. Людмила Кузьминична 1988 çулта районти тĕп больницăра терапи уйрăмĕнче терапевтра ĕçлеме тытăннă. 1992 çулта ăна поликлиника заведующийĕн тивĕçне шанса панă. 1996 çултан пуçласа 2022 çулччен Людмила Кчеткова райбольницăн тĕп тухтăрĕн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Аслă категориллĕ тухтăрăн ĕç стажĕ - 34 çул.

. Çак пысăк династие пуçараканĕ вара Людмила Кузьминичнăн пиччĕшĕ - Валерий Кузьмич Костяков. Вăл 1954 çулта Çĕмĕрле хулинче çуралнă. 1974 çулта Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă, медицина фельдшерĕн специальноçне илнĕ. Совет çарĕнче службăра тăнă вăхăтра (1974-1976 çулсенче) медицина ĕçченĕнче вăй хунă. Салтакран таврăнсанах Валерий Кузьмич аслă шкула çул тытнă. 1982 çулта Хусанти С.В.Курашов ячĕллĕ патшалăх медицина институтне пĕтернĕ, педиатр специальноçне илнĕ. Унтан вăл Шупашкарти республикăри ачасен клиника больницинче анестезиологипе реанимаци енĕпе интернатура ирттернĕ, 1986 çулта Хусан хулинче ординатура тухнă. Ун хыççăнах Çĕмĕрлери территорисем хушшинчи медицина центрĕнче анестезиолог-реаниматологра ĕçлеме тытăннă. Валерий Костяков - аслă категориллĕ тухтăр. Ĕç стажĕ - 42 çул.

. Валерий Кузьмичăн мăшăрĕ те, Светлана Алексеевна Костякова, медицинăра чылай çул тимлет. Светлана Алексеевна 1959 çулта Елчĕк районĕнче çуралнă. 1982 çулта мăшăрĕ пекех С.В.Курашов ячĕллĕ патшалăх медицина институтне пĕтернĕ, педиатр специальноçне алла илнĕ. Интернатурăна вара вăл Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча хула больницинче педиатри енĕпе тухнă. 1983 çултанпа Çĕмĕрлери территорисем хушшинчи медицина центрĕнче ача-пăча тухтăрĕнче вăй хурать. Светлана Алексеевна - аслă категориллĕ тухтăр. Ĕç стажĕ - 43 çул.

. Валерий Кузьмичпа Светлана Алексеевна Костяковсен аслă хĕрĕ те, Эльза Валерьевна Сидорова (Костякова), ашшĕ-амăшĕн çулĕпех кайнă. Вăл 1984 çулта Çĕмĕрле хулинче çут тĕнчене килнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, унта "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. 2008 çулта республикăри клиника больницинче интернатура ирттернĕ, терапевт пулса тăнă. 2008-2011 çулсенче Эльза Валерьевна федераллă медицинăпа биологи агентствин Çĕнĕ Шупашкарти 29-мĕш номерлĕ медицинăпа санитари чаçĕнче терапевтра тăрăшнă. Ун хыççăн вăл 2011-2013 çулсенче республикăри тỹрленмелли медицина центрĕнче терапевтра ĕçленĕ. 2013-2022 çулсенче Эльза Сидорова районти тĕп больницăн поликлиникин заведующийĕнче вăй хунă. 2022 çултанпа вăл райбольницăра участокри терапевтра тăрăшать. Паян Эльза Валерьевна сăнне округри тĕп больницăн Хисеп хăми çинче курма пулать. Çакă тухтăр халăх хисепне тивĕçнине палăртать. Унăн ĕç стажĕ - 16 çул.

. Костяковсен кĕçĕн хĕрĕ те, Татьяна Валерьевна Костякова, пурнăçне медицинăпах çыхăнтарма шутланă. Вăл 1986 çулта Çĕмĕрлере çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне стоматолога вĕренме кĕнĕ. 2008 çулта республикăри стоматологи поликлиникинче интернатура ирттернĕ. 2008 çултанпа тĕп хулари 3-мĕш номерлĕ стоматологи поликлиникинче ача-пăча стоматологĕнче вăй хурать. Унсăр пуçне 2010 çултанпа - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ача-пăча стоматологийĕн кафедрин аслă преподавателĕ. Татьяна Валерьевна - аслă категориллĕ тухтăр. Ĕç стажĕ - 16 çул.

. Людмила Кузьминичнăн шăллĕн мăшăрĕ, Ангелина Валерьевна Костякова, 1963 çулта Куславкка районĕнче çуралнă. 1987 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. Çĕмĕрлери территорисем хушшинчи медицина центрĕнче интернатура ирттернĕ, терапевт специальноçне илнĕ. 2023 çулччен пĕтĕмĕшле практика (çемье) тухтăрĕнче ĕçленĕ. Ĕç стажĕ - 35 çул.

. Ангелина Валерьевна Костякован кĕçĕн ывăлĕ, Дмитрий Анатольевич Костяков, 2024 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа хулари 1-мĕш клиника больницинче анестезиолог-реаниматологра ĕçлет. Вăл 1998 çулта Çĕмĕрлере çуралнă. Вăтам пĕлỹ илсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, унта "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. 2022 çулта анестезиолог-реаниматолог специальноçĕпе ординатурăна вĕренме кĕнĕ, ăна тĕп хулари 1-мĕш клиника больницинче ирттернĕ.

. Людмила Кузьминичнăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ, Светлана Николаевна Бельцова (Савастьянова), 1961 çулта çуралнă. 1986 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. Светлана Николаевна Çĕмĕрлери территорисем хушшинчи медицина центрĕнче интернатура ирттернĕ, терапевт специальноçне илнĕ. Паянхи кунчченех пĕтĕмĕшле практика врачĕнче ĕçлет. Аслă категориллĕ тухтăрăн ĕç стажĕ - 36 çул.

. Людмила Кузьминичнăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ, Сергей Николаевич Савастьянов, 1972 çулта Çĕмĕрле районĕнче кун çути курнă. 1996 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. Республикăри клиника больницинче ординатура вĕренсе пĕтернĕ, хирург пулса тăнă. 1998-2000 çулсенче районти тĕп больницăра хирургра ĕçленĕ. 2000-2021 çулсенче Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи медицинăпа санитари чаçĕн начальникĕнче вăй хунă. 2021 çултанпа "Çĕнĕ Уренгой" медицина страхлав компанийĕ" акционерсен обществинче тухтăр-экспертра тăрăшать. Унăн ĕç стажĕ - 26 çул.

. Сергей Николаевич Савастьяновăн мăшăрĕ, Лариса Григорьевна Савастьянова, Карăкçырми ялĕнче 1970 çулта çут тĕнчене килнĕ. 1994 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. Республикăри туберкулеза хирĕç диспансерта интернатура ирттернĕ, фтизиатр специальноçне илнĕ. 1995-2000 çулсенче райбольницăра фтизиатрта тимленĕ. 2000-2016 çулсенче 3-мĕш номерлĕ юсанмалли колонире фтизиатрта ĕçленĕ. Ĕç стажĕ -  22 çул.

Палăртмалла, Костяковсенчен пуçланса кайнă медицина династийĕн представителĕсем конкурссене те хутшăнма кăмăллаççĕ. Акă, 2016 çулта вĕсем Ĕç çыннин çулталăкĕнче республикăри ĕç династийĕсен слетне хутшăннă, савăнăçлă лару-тăрура вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе чысланă тата ятран паракан сехет парнеленĕ.

Асăннă медицина династийĕпе, чăн та, мăнаçланмалли пур. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ те вĕсен самаях пысăк. Çак династи малалла та аталансах пытăр, çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшас пархатарлă профессие суйласа илнисен йышĕ çултан-çул ỹссе кăна пытăр!

 kchetkovy 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5