ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хаяр вăрçă хирне тăшманпа çапăçма пирĕн районтан 8020 çын тухса кайнă, çурри ытла каялла таврăнайман. Шел те, вăрçă ветеранĕсен хисепĕ çултан-çул чаксах пырать. Аслă Çĕнтерỹ 73 çул тултарнине кăçал районти тăхăр ветеран кăна кĕтсе илчĕ...
Районти пур ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ театрализациленĕ представлени хыççăн вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене, уява пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашпотребсоюз" Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, район прокурорĕ Валерий Шоркин тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.
Уяв саламĕсем хыççăн пурте пĕр минут шăп тăчĕç, унтан Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисен палăкĕ умне чечексемпе кăшăлсем хучĕç.
Яланхи йăлапа çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ. Пур шкул та хăйĕн взводне хатĕрленĕ. Палăртмалла, Çĕн Атикасси шкулĕ кăçал та икĕ ушкăн кăларчĕ, арçын ачасем хыççăн хăйсен стройпа йăрăс утас пултарулăхĕпе хĕрсен "Морячки" взвочĕ савăнтарчĕ. Çавăн пекех парада "Пилеш" ача сачĕн икĕ взвочĕ (шкула кайма ха- тĕрленекен хĕрачасен тата вăтам ушкăнăн) илем кỹчĕç. Пур взвод та райадминистрацин Хисеп грамотине тата укçан хавхалантарăва тивĕçрĕ. ОБЖ преподавателĕсене - В.Федорова (Хĕрлĕ Чутай), С.Петрейкинана (Çĕн Атикасси) тата Т.Туйманкинана (Атнар) - парада çамрăк армеецсене аван хатĕрленĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе чысларĕç.
Парада çар техники йышлă тухни сисĕнчĕ. Кунта районти ДОСААФ уйрăмне ырăпа асăнмалла. Воин-интернационалистсем кăна мар, моряксем те активлăхпа палăрчĕç. Пограничниксем вара хăйсен тăватă ураллă тусне пĕрле уява илсе тухнă. Шел те, уяв парадĕнче десантниксене курма пулмарĕ. Çакна та каласа хăвармалла, пур ял тăрăхĕ те парада тĕрлĕ лозунгсемпе илемлетнĕ техника кăларма пултарнă.
Ачасем парнеленĕ илемлĕ ташăсем те уява сĕм кĕртрĕç.
Черетлĕ Çĕнтерỹ кунне уявласа ирттертĕмĕр. Шел те, вăрçă ветеранĕсен шучĕ çултан-çул сахалланса пырать. Пирĕн вĕсене упрасчĕ, ырă пурнăçпа пурăнма майсем туса парасчĕ. Хаяр вăрçа хутшăнса пуçĕсене хунисен ырă ятне, чысне тивĕç пуласчĕ.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |