Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Палăкăн тỹпи пысăк

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2018, 10:30 Просмотров: 525

Мишеркассипе Утаркасси ялĕсен çыннисем 1968 çулта клуб патĕнче вăрçăра вилнĕ тăванĕсене чысласа мăнаçлă палăк лартрĕç. Ăна Шупашкарта художество предприятийĕнче хатĕрлерĕç, вăл щит евĕрлĕ салтаксен хỹтлĕхĕ, унăн тĕп пайĕ Совет Çарĕн хĕç-пăшалĕн символĕ - кĕмĕл тĕслĕ штык палăка илем кỹрет. Аса илетĕп: палăка уçнă ятпа митинг пулчĕ. Унта "Искра" колхоз председателĕ А.Д.Смалайкин хăю татса палăк çинчи çивиттие антарчĕ. Çамрăксем пăшалсенчен виçĕ хут персе салют турĕç. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйсен пурнăçĕсене панă ентешĕсене ĕмĕр-ĕмĕр мухтав тесе çырнине вуларĕç митинга пухăннисем. Ирсĕр фашистсемпе çапăçса пуçĕсене хунă тăванĕсене асăнса пурăнма Çĕнтерỹ паркĕнче çамрăк улмуççисем лартрĕç. "Никам та, нимĕн те манăçман", - вуларĕç палăк çине çырнă сăмахсене. Пур ялтан (бригадăсенчен) килнĕ çынсем те нумай организаципе пĕрле палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Çур ĕмĕр иртрĕ унтанпа. Çĕнтерỹ уявне кашни çулах палăк патĕнче ирттереттĕмĕр. Кунтах трибуна та пурччĕ. Ун çинчен микрофонпа вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем тухса калаçатчĕç, салтаксем паттăрлăхĕ çинчен аса илетчĕç. Халĕ те мероприятисем палăк умĕнче иртеççĕ. Шкул ĕçченĕсем палăк йĕри-тавра тирпей-илем кỹреççĕ.

Вăтам шкул пĕтерекенсем пурнăç çулĕ çине тухнине палăк умне чечек çыххисем хунинчен пуçлатчĕç. Çамрăк мăшăрсем паянхи пурнăçшăн тав туса чечек çыххисем хуратчĕç, палăк умĕнче сăн ỹкеретчĕç. Ачасене, çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçре мăнаçлă палăкăн тỹпи пысăкчĕ. Халĕ те ун пĕлтерĕшĕ пĕчĕк мар.

И.ВАЗЯКОВ, обществăлла корреспондент.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1