ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районта пурăнакансем тăтăшах кулленхи пурнăçра тĕл пулакан ыйтусем, чăрмавсем, çитменлĕхсем пирки редакцине шăнкăравласа, çырса е килсе пĕлтереççĕ. Паян эпир çынсен хăш-пĕр пăшăрханăвĕ пирки çырса пĕлтересшĕн.
Канализаци шывĕ пахчана юхса кĕрет
Нумаях пулмасть редакцине Туктамăш ялĕнчи Сушильная урамĕнче пурăнакан килчĕ, хăйсен анкарти хыçĕпе район центрĕнчи канализаци шывĕ юхнине пĕлтерчĕ. Эпир çав вырăна çитсе куртăмăр, шывĕ чăнах та çынсен пахчисем хыçĕнче вырнаçнă пĕр канализаци çăлĕнчен юхса тухать те тепĕр çăла юхса кĕрет. Таврара вара ырă мар шăршă тăрать. Кунта пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, канализаци çăлĕсене юлашки вăхăтра никам та пăхса-асăрхаса тăмасть. Çуллахи вăхăтра таса мар шыв пахчари çĕрулми анисем çине юхса кĕни те пулать. Паллă ĕнтĕ, кун хыççăн çын ĕçĕ те сая каять, çĕрулми çиме юрăхлă пулни те иккĕлентерет...
Çуннă çурт таврана сăнсăрлатать
Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнче виçĕ хутлă çĕнĕ çуртсем çĕкленсе ларсан эпир пурте Кивĕ центра çĕнĕ сĕм кĕме пуçланăшăн савăннăччĕ, кунта малашне тата илемлĕрех те тирпейлĕрех пулать пуль тесе шутланăччĕ... Анчах та кунта тăтăшах çỹп-çап йăванса выртнине, хыт хура ларнине курма пулать. Пĕлтĕрхи кĕркунне вара 23-мĕш номерлĕ аптека хыçĕнчи хуçасăр кивĕ çурт çунчĕ. Ун чухне вăл çуртшăн кам яваплă пулни паллă мар терĕç. Хĕл те иртсе кайрĕ, çулла та çитет, районта территорисене санитарипе экологи енчен тасатас тата хăтлăх кỹрес тесе йĕркеленĕ икуйăхлăх та вĕçленет. Çак çуннă çурт вара халĕ те таврана сăнсăрлатса ларать. Нивушлĕ ăна пăсса пуçтарассишĕн яваплисем чăнах та çук? Тата хăçанччен çывăхри çĕнĕ те илемлĕ виçĕ хутлă çуртсене нĕрсĕрлетсе, иртсе çỹрекенсен кăмăлне пăсса ларĕ çак çуннă ишĕлчĕк купи?
Турхан лавкки патне çул çук
Çуркунне е кĕркунне, йĕпе-сапа вăхăтĕнче районти хăш-пĕр ялсене пырса кĕме май пулманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чылай чухне çакă социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем патне çитме чăрмав кỹрет. Акă Турхан ялĕнчи лавкка сутуçи те пире йĕпе-сапара лавкка патне машинăсемпе кĕме май пулманнине, çавăнпа та тавара алăпа тултма тивнине пĕлтерчĕ. Кун пек чух сутуçă пĕччен тултса çитерейменрен çăкăр та лавккана сахалтарах килет, халăх вара куншăн пăшăрханать. Тепĕр чух ялти çынсем те пулăшаççĕ иккен тавара машинăран лавккана илсе çитерме. Турхан ялĕнчи лавкка патне çул хăçан пуласси пирки эпир Тралькасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Елена Федоровна Лаврентьевапа калаçрăмăр. Кунта хытарнă çул 2019 çулта тума палăртнине каларĕ вăл, ку ĕç ятарлă федераллă программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланĕ.
Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнĕ урамри 41-мĕшпе 25-мĕш çуртсем хушшинчи хупăлчасăр канализаци шăтăкĕсем пирки эпир хамăр хаçатра шăп та лăп икĕ çул каялла çырнăччĕ. Вăл "шăтăксен" хуçи кам пулни паллă мар терĕç ун чухне... Хăрушлăх кăларса тăракан канализаци шăтăкĕсен хуçи паянхи кун та тупăнман пулас. Унсăрăн вĕсене хальччен хупланă пулĕччĕç. "Пушар тухас-тăвас пулсан шыв илме кирлĕ теççĕ вăл "çăлсене", - терĕç мана çывăхри çуртсенче пурăнакансем. Апла-и, капла-и - "шăтăксен" анине çав-çавах хупса хумалла пуль? Юнашарах ача-пăча площадки вырнаçнă, нивушлĕ никам та инкек пуласран хăрамасть? Хăрушă шăтăксене кам та пулин кĕрсе ỹкессе кĕтеççĕ пулинех...
Алина ИТТИ.
Ноябрь 2024 |