ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хамăр пурăнакан вырăна таса тытасси юлашки çулсенче çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Ахальтен мар пулĕ кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнине палăртнă.
Çутçанталăка сыхлассишĕн кашни çын яваплă. Эпир вара çакна пачах мантăмăр пулас. Кил таврашĕнче пухăнакан хытă каяшсене, ăпăр-тапăра пуçтаратпăр та ăçта кирлĕ çавăнта кайса пăрахатпăр.
Акă мĕн çырать кун пирки пирĕн пата Хĕрлĕ Чутай салинчи Зоя Угольникова: "Тирпей-илем пирки кашни çул çырса тăрсан та, ун пирки пĕрмай калаçсан та усси çук пек туйăнать. Мĕнле çынсем пулса кайрăмăр-ха эпир, хамăртан хамăрах мăшкăллатпăр вĕт?
Нумаях пулмасть эпĕ ирхине район центрне кайма тухнăччĕ. Çул тăрăх машинăсем иртсе каяççĕ. Редакци çурчĕ патĕнчен иртсен умри пĕр машина алăкĕ уçăлчĕ те унта ларса пыракан хĕрарăм пĕве пуçĕнчи ешĕл курăк çине çỹп-çап тултарнă икĕ пакет пăрахса хăварчĕ. Шел, машина номерне курса юлаймарăм. Килĕнче мĕнле-ши вăл хĕрарăмăн? Кам темелле-ши ăна, намăсĕ те çукскерне?
Эпир пурăнакан Советски урамĕнче те йĕри-тавра ишĕлчĕк çуртсем - мунча, гараж - пур. Тĕслĕхрен, унччен суд çурчĕ пулнă вырăнта халĕ вĕтлĕх, шалта вара - çỹп-çап купи. Ăна такамах курмасть-ха, эпир кăна, кунта пурăнакансем. Мĕн виличченех йĕри-таврари ишĕлчĕк çуртсемпе тасамарлăх çине пăхса пурăнмалла-ши пирĕн? Сăмах пачĕç çĕр шывĕ типсенех пĕтĕмпех пуçтарса каятпăр тесе. Нихăçан та пуçланă ĕçе вĕçне çитернине кураяс çук пуль".
Хаçатра çырнă хыççăн хăш-пĕр çĕрте çỹп-çап куписем çухала пуçларĕç. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнтерỹ паркĕнчи çỹп-çапа пуçтарса михĕлесе лартнăччĕ (тулĕк вăхăтра тиесе кайманран миххисене йытăсем аркатма пуçланă). Райхаçатра çырнă хыççăн прокуратура тĕрĕслени витĕм кỹнĕ иккен. Ытти ял тăрăхĕсенче те прокуратура тĕрĕслевпе пырасса кĕтеççĕ-ши? Хамăр тĕллĕн мĕншĕн тирпейлеме вĕренейместпĕр? Унтан та ытла - хăçан çỹп-çапа ăçта кирлĕ çавăнта кăларса пеме, çырмасемпе йывăç-тĕм хушшинче йăлари хытă каяшсен "вăрттăн" куписене тума пăрахатпăр? Пуçтарнă çĕрте мар, çỹпĕлемен çĕрте таса тенине тата хăçан ăша хывăпăр?
Вак-тĕвеке кăна мар, юрăхсăра тухнă сĕтел-пукана та урама кăларса пăрахма хăнăхрăмăр тата халĕ. Нимрен те вăтанмастпăр, намăс-ланмастпăр. Пантьăк ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен пĕри, ав, пĕлтĕр кăна-ха юсаса çĕнетнĕ плотина хĕррине кивелсе çĕмĕрĕлнĕ диванне тухса хунă. Мĕн тума? Кама валли? Кам пуçтартăр тесе? Хăй кăна пĕлет пулĕ çав мĕн тĕллевпе çапла хăтланнине.
Районта унта та кунта çỹп-çапа пуçтарма пуçланă тенине илтме питĕ кăмăллă. Вăт "халĕ пирĕн районта çынсем ăпăр-тапăра кăларса пăрахма, çутçанталăка, хамăр пурăнакан вырăна варалама пăрахнă" тенине илтесчĕ - вара эпир чăн-чăн таса чунлă çынсемех пулнине, пирте шанчăк пĕтменнине ĕненме пулĕ.
Алина ИТТИ.
Ноябрь 2024 |