Объявления

 

 ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

       ОКНА, ДВЕРИ, МЕБЕЛЬ НА ЗАКАЗ,     

   ПОТОЛКИ, ГАРАЖНЫЕ ВОРОТА

Тел. 8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17 (16+).     

ДРОВА колотые:

дуб, береза, липа.

Доставка.

Тел.: 8 965 687 75 57

                8 908 307 01 21       

.                                 ПРОДАЮ:

.                          Сено в рулонах.

.                         Тел.: 8 927 850 62 22.

.                 

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Уяв тĕлне - çĕнелнĕ стелăсем

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 14:21 Просмотров: 296

Пирĕн юратнă та тăван округăмăр çулсерен илемленсе те хăтлăланса пырать. Тĕрлĕ сферăра çĕнĕ объектсем çĕкленсе ял-сала сăн-сăпатне ырă енне самаях улăштараççĕ. Çакă патшалăх пулăшнипе, регион ертỹçи Олег Николаев Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртнĕ май пулса пырать.

. Пуçару бюджечĕн программипе усă курса Ваçкаçырми ялĕнче Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă тата мирлĕ пурнăçшăн паттăррăн пуçĕсене хунă ентешсене хисеплесе ялти стелăна çĕнетнĕ. Проект хакĕ 828 пин тенкĕпе танлашнă, вĕсенчен вунă процентне вырăнти бюджетран уйăрнă, вунă процентне халăх пуçтарнă, ыттине вара - 662 пин тенкине - республика бюджетĕнчен уйăрса панă. Палăртмалла, уйрăм çынсенчен çак ялта çуралса ỹснĕ ШĔМ ветеранĕ, районăн хисеплĕ гражданинĕ Валерий Александрович Романов монумента çĕнетме 80 пин тенкĕ хывнă. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме ялтан вăрçа 194 çын тухса кайнă, халĕ вĕсен ячĕсене çĕнĕ мрамор плита çинче ĕмĕрлĕхех çырса хăварнă.

. Туктамăш ялĕнче пурăнакансем те Çĕнтерỹ уявне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнакансене халалласа çĕнетнĕ стела уçса паллă тунă. Вăл ял варринче, спорт площадкипе ялти Культура çурчĕ хушшинче вырнаçнă. Вăл пилĕк мрамор плитаран тăрать, тăваттăшĕ çинче хаяр вăрçăра пуçĕсене хунă тата çапăçу хирĕнчен таврăнса мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă ял çыннисен ячĕсене тирпейлĕн çырса хунă. Тĕп плитана совет салтакĕсен паттăрлăхĕпе çирĕплĕхне кăтартакан паттăр сăнĕпе илемлетнĕ. Монумент йĕри-тавра хăтлăх кĕртессине те пысăк тимлĕх уйăрнă, территорие çутăпа тивĕçтернĕ. Проекта пуçару бюджечĕн программипе усă курса пурнăçланă, тăкаксен пĕтĕмĕшле сумми - 1,6 млн тенкĕ.

. Майăн 7-мĕшĕнче Кив Атикасси ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене асăнса çĕнĕ стела уçнă. Проекта пуçару бюджечĕн программи шайĕнче пурнăланă. Çĕнĕ палăкăн пĕтĕмĕшле хакĕ 849 500 тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 10 процентне вырăнти бюджетран уйăрнă, ял çыннисем хăйсем те çавăн чухлех хывнă. 679 600 тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă. Асăннă ялтан фронта нимĕçсене тĕп тума 219 çын тухса кайнă. Шел пулин те, киле 93-ĕн çеç таврăнма пултарнă, ыттисем яланлăхах тăшманпа çапăçса куçĕсене хупнă. Халĕ çак паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех çĕнĕ стела çинче палăртса хăварнă.

. Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа Хусанушкăнь ялĕнче те ентешсен паттăрлăхĕн пĕлтерĕшне палăртакан çĕнĕ монумент лартнă. Мрамортан тунăскер çинче Тăван çĕршыва фашизмран сыхлама кайнă çынсен ячĕсене тирпейлĕн çырнă. Çак ялтан вăрçа 92 çын кайнă. Шел те, 49-шĕ киле таврăнайман. Палăка пуçару бюджечĕн программи шайĕнче çĕнетме май килнĕ. Проекта пурнăçа кĕртме халăх 60 пин тенкĕ ытла хăй укçи-тенкине хывнă.

Вера ЯРАБАЕВА, муниципаллă округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кỹрессипе тата аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕ:

- Пуçарулăх çинче никĕсленнĕ программăпа усă курса эпир муниципаллă округ территорийĕнче юлашки çулсенче сахал мар проект пурнăçа кĕртме пултартăмăр: ялсенчи тĕрлĕ урамсенчи çулсене юсарăмăр, шыв пăрăхĕсене хыврăмăр, тĕрлĕ территорисене хăтлăлатрăмăр, ачасем валли вылямалли вырăнсем тата спортпа туслă пулмашкăн лапамсем йĕркелерĕмĕр. Апла пулин те тумалли ĕçсем татах пур-ха.

Кăçал пирĕн округ территорийĕнче пуçаруллă бюджет программипе пурĕ 107 миллион ытла тенкĕлĕх 68 проект пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсенчен нумайăшĕ яланхи пекех çулсене юсассипе çыхăннă. Хăш-пĕр ялсенче урамсенче çутăрах пултăр тесе юсав ĕçĕсем тăвасси те, шыв башнисене юсасси те, çуран утакансем çỹрекен кĕперсене çĕнетесси тата ытти те тимлĕхре пулĕ.

Палăртса хăвармалла, кăçал Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине паллă тунă май, Çĕнтерỹ кунне округри ултă ялта пурăнакансем çĕнелнĕ тата территорие хăтлăлатнă стелăсемпе кĕтсе илчĕç. Ку ĕç Ваçкаçырминче, Туктамăшра, Кив Атикассинче, Вырăсушкăнче, Хусанушкăнче тата Мăн Этменте пурнăçланчĕ. Çапла эпир мăн асаттесемпе кукаçисен паттăрлăхне манманнине, мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă тăвансемпе ентешсене ĕмĕр асра тытнине, сума сунине, вĕсен ячĕсем историе ĕмĕрлĕх ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнине палăртрăмăр.

Малашне те эпир ку ĕçе пĕрлехи вăйпа тата патшалăх пулăшнипе малалла тăсăпăр, ял çыннисен пурнăç условийĕсем лайăхланччăр тата хăтлăланччăр, ял-сала сăн-сăпачĕ илемлентĕр тесе тăрăшăпăр.

stelaYmachi stelaCherepanovo stelaStaryeAtai   stelaStaryeAtai

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6