ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».
В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ +7 987 665 48 09 Владислав
3 эрнери бройлер
чĕпписене сутăтап.
Тел.: 8 919 662 61 88
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çулсерен пирĕн тăван округăмăрта илемленнĕ те хăтлăланнă объектсем йышланса пыраççĕ, чуна савăнтараççĕ. Акă, Хĕрлĕ Чутай салин "Çĕнтерĕве 50 çул" паркра та юлашки çулсенче тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Чылайăшĕ астăвать ĕнтĕ, маларах вăл мĕскĕннĕн курăнса ларатчĕ, кунта иртсе çỹреме те хăрушăччĕ, йывăçсене касса-пăхса тăманнипе чăтлăхланса кайнăччĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вăл манăçа тухнăччĕ. Паянхи кун асăннă паркпа иртме кăмăллă. Халĕ кунта пачах урăхла: тротуарсем пур, ларса канма сакĕ те чылай, ачасене выляса киленме ятарлă площадка та йĕркеленĕ, велосипедпа ярăнма та пулать. Паркра час-часах савăнăçлă ача-пăча сасси янăрать, аслисем те хаваспах уçăлса çỹреççĕ.
Вера ЯРАБАЕВА, муниципаллă округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кỹрессипе тата аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕ:
- Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнче вырнаçнă "Çĕнтерĕве 50 çул" парк çулсерен хăтлăлансах пырать.
Кăçал унта "Поволжская торгово-строительная компания" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем вăй хучĕç. Асăннă парка хăтлăлатма 3 298 756,41 тенкĕ уйăрнă, вăл шутра республика бюджетĕнчен - 2 639 005,13 тенкĕ, муниципаллă округ бюджетĕнчен - 478 319,68 тенкĕ, халăх тата юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсен укçи - 181 431, 60 тенкĕ. Хăтлăх кĕртес ĕçсен шайĕнче паркра брюсчатка сарнă, скульптура валли никĕс хатĕрленĕ, паттăрсен, наградăсене тивĕçнисен, ятарлă çар операцине хутшăнакан тата унта пуçне хунисен ячĕсене çырнă стелăсем тата сакăр сак вырнаçтарнă.
Александр САМСОНОВ, округри "Централизациленĕ клуб тытăмĕ" автономи учрежденийĕн директорĕ:
- Юлашки çулсенче паркра тĕрлĕ арт-объектсем вырнаçтарнине палăртмалла. 2023 çулта 2,8 метр çỹллĕш, 1,5 тонна йывăрăш "Пехил" скульптура композицине уçнă. Иртнĕ çул вара парк "Йăх йывăçĕ" илемлĕ скульптура композицийĕпе пуянланчĕ, кунта акăшсем те вырнаçтарнă. Ку объектсен авторĕ _ Чăваш художникĕсен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вячеслав Андреев (Эткер). Кăçал та паркра çĕнĕлĕхсем пур. Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне кунта 37 стенд вырнаçтарнă. Вĕсем пире Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнисемпе (2-ĕн), çак ята тивĕçме тăратнисемпе (3-ĕн) тата 1945 çулхи Çĕнтерỹ парадне хутшăннисемпе (2-ĕн), пĕрремĕш ракетчиксемпе (3-ĕн), Афганистан Республикинче интернационал тивĕçне пурнăçласа тата Çурçĕр Кавказ регионĕнчи территорире контртеррористла операцие хутшăнса СССР-па РФ наградисене тивĕçнисемпе (ордена _ 23-ĕн, медале - 29-ăн), паянхи кун ятарлă çар операцине хутшăнакан (хальлĕхе наградăсене тивĕçейменнисем - 175-ĕн), тĕрлĕ медаль-ордена тивĕçнĕ (ордена - 7-ĕн, медальсене - 72-ĕн) тата ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче пуçĕсене хунă (72-ĕн) ентешсемпе паллаштараççĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть çав. Шел те, çак хушăра ятарлă çар операцийĕнче ентешсен пурнăçĕ татăлнине те илтме тиврĕ. Стелăсене çĕнетсех пырăпăр.
. Совет Союзĕн Геройĕсем:
1. Индряков Иван Васильевич (15.03. 1915, Ачкасси ялĕ - 17.01.1993, Тбилиси хули). СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хушăвĕ-пе 1944 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Иван Индряков майора Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Наградисем: "Ылтăн çăлтăр" медаль, Ленин орденĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ икĕ орденĕ, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, медальсем.
2. Логинов Алексей Романович (11.03. 1903, Упукушкăнь ялĕ - 28.09.1943, Чернигов облаçĕнчи Новоселки сали). СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хушăвĕпе 1944 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Алексей Логинов лейтенанта Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă (вилнĕ хыççăн). Наградисем: "Ылтăн çăлтăр" медаль, Ленин орденĕ.
. Совет Союзĕн Геройĕн ятне илме тăратнисем:
1. Бразюткин Николай Семенович (09.05.1925, Вырăсушкăнь - 09.05.1945, Берлин хули). Совет Союзĕн Геройĕн ятне илме 1945 çулхи майăн 7-мĕшĕнче тăратнă. Наградисем: Хĕрлĕ Ялав орденĕ (вилнĕ хыççăн), икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕ, "Хастарлăхшăн" медаль.
2. Инедеркин Яков Андреевич (31.10. 1909, Питĕркасси - 17.04.1945, Германи, Бранденбург хули). Совет Союзĕн Геройĕн ятне илме тăратнă (вилнĕ хыççăн). Наградисем: Ленин орденĕ (вилнĕ хыççăн), Хĕрлĕ Ялав орденĕ, Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ.
3. Петров Яков Филиппович (1919 ç., Кив Ирчемес - 08.01.1942, Карели Республики, Лобская ялĕ). Совет Союзĕн Геройĕн ятне илме тăратнă (вилнĕ хыççăн). Наградисем: Ленин орденĕ (вилнĕ хыççăн).
.Пĕрремĕш ракетчиксем:
1. Захаров Алексей Анисимович (05.03.1916 - 29.07.2010 çç.), Шулю. Наградисем: III степеньлĕ Мухтав орденĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ.
2. Коннов Иван Николаевич (17.01.1916 _ 23.02.2002 çç.), Штанаш. Наградисем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ, медаль "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн".
3. Плисов Степан Павлович (23.11.1916 - 12.10.1948 çç.), Ишеккасси. Наградисем: "Хастарлăхшăн", "Мускава хỹтĕленĕшĕн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсем.
. 1945 çулта Мускавра Хĕрлĕ площадьре иртнĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннисем:
1. Захаров Григорий Захарович (1923 - 1965 çç.), Тури Çĕрпỹкасси, наградисем: III степеньлĕ Мухтав орденĕ, II степеньлĕ Мух-тав орденĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, "Хастарлăхшăн" медаль.
2. Ярлов Александр Григорьевич (14.02.1923, Пĕчĕк Этмен - 24.09.2002, Березовка), наградисем: Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ, III степеньлĕ Мухтав орденĕ, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсем.
. Афганистан Республикинче, Çурçĕр Кавказ регионĕн территорийĕнче çар тивĕçне пурнăçласа ордена тивĕçнисем:
1. Акимов Валерий Петрович (1962 ç., Çĕн Атикасси), Афганистан Республикинче интернационаллă тивĕçе пурнăçланă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.
2. Быков Валериан Валерьевич (07.01. 1980 - 27.05.2000, Турхан, Çурçĕр Кавказ регионĕн территорийĕнче контртеррористла операцие хутшăннă, наградисем: Паттăрлăх орденĕ (вилнĕ хыççăн), Суворов медалĕ.
3. Воробьев Станислав Юлианович, (1956 ç., Питĕркасси), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ.
4. Горшков Анатолий Александрович (13.12.1980 - 16.11.2014, Тралькасси), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ (2000).
5. Ерофеев Олег Иванович (1966 ç., Мучикасси), Афганистан, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
6. Иванов Геннадий Ильич (01.06.1959 - 25.05.1981, Хусанушкăнь), Афганистан, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (вилнĕ хыççăн).
7. Кириллов Валентин Валерьевич (1980 ç., Хăмаркка), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ (2000).
8. Кортунов Сергей Владимирович (1976 ç., Туктамăш), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ (2000), "Хастарлăхшăн" медаль (2000).
9. Кузьмин Константин Николаевич (1959 ç., Акташ), Афганистан, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (1985).
10. Кушманов Александр Николаевич (1975 ç., Çĕн Атикасси), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ.
11. Макаров Юрий Михайлович (19.05. 1966 - 26.03.1986, Кỹпеш), Афганистан, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (вилнĕ хыççăн).
12. Миронов Владимир Владимирович (1978 ç., Хăмаркка), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ.
13. Морозов Юрий Асхатович (1972 ç., Куйбышев облаçĕнчи Красный Яр сали (Березовка), Çурçĕр Кавказ, ятарлă çар операцийĕн участникĕ, Паттăрлăх орденĕ (1995), Жуков медалĕ (СВО).
14. Пузыркин Евгений Геннадьевич (1978 ç., Туктамăш), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ.
15. Самсонов Николай Николаевич (1962 ç., Иккĕмĕш Хурашаш), Афганистан, Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ (1999).
16. Самылкин Александр Игоревич (20.11.1975 - 29.12.2016, Хĕрлĕ Чутай сали), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ (1995).
17.Сидоров Владимир Николаевич (17.02.1979 - 10.01.2004, Атнар), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ (2000).
18. Трофимов Игорь Александрович (1974 ç., Турхан), Çурçĕр Кавказ, Косово (Югослави), Паттăрлăх орденĕ (1999).
19. Удяков Анатолий Алексеевич (1958 ç., Уйпуç), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ (1995).
20. Федотов Владимир Владимирович (1967 ç., Хватукасси), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ, "Хастарлăхшăн" медаль.
21. Хохлов Василий Федорович (1967 ç., Трапай), Афганистан, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
22. Шепилев Иван Григорьевич (1958 ç., Сорăм), Афганистан, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
23. Эзенкин Сергей Федорович (13.05. 1982 - 09.12.1999, Кỹпеш), Çурçĕр Кавказ, Паттăрлăх орденĕ (вилнĕ хыççăн).
. СССР тата РФ медалĕсене тивĕçнисем (Афганистанра, Çурçĕр Кавказра çар тивĕçне пурнăçланишĕн):
1. Абакумов Андрей Серафимович, (1968 ç., Кишлĕ), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
2. Абакумов Виталий Серафимович (1964 ç., Кишлĕ), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
3. Белов Владимир Геннадьевич (1968 ç., Сĕнтĕкçырми), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
4. Богатеев Виталий Витальевич (10.06.1962 - 04.03.2024, Шĕмшеш), Афганистан, "Хастарлăхшăн" медаль.
5. Венедиктов Юрий Петрович (1963 ç., Çĕн Ирчемес), Афганистан, "Хастарлăхшăн" медаль.
6. Григорьев Анатолий Сергеевич (1960 ç., Ваçкаçырми), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
7. Жуков Владислав Николаевич, (1964 ç., Карăкçырми), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
8. Игушкин Юрий Егорович (1964 ç., Трапай), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
9. Исправников Геннадий Валентинович (11.06.1964 - 15.12.2021, Тралькасси), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
10. Исправников Николай Васильевич (1964 ç., Хĕрлĕ Чутай сали), Афганистан, "Хастарлăхшăн" медаль.
11. Крупинов Николай Григорьевич (1975 ç., Уйпуç), Çурçĕр Кавказ, Суворов медалĕ.
12. Кузнецов Дмитрий Геннадьевич, (1979 ç., Кив Атикасси), Çурçĕр Кавказ, Жуков медалĕ.
13. Кузнецов Олег Александрович (1966 ç., Кишлĕ), Афганистан, "Хастарлăхшăн" медаль.
14. Кузьмин Михаил Алексеевич (1947 ç., Пухтанкасси), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
15. Мадярков Алексей Анатольевич (1976 ç., Штанаш), Çурçĕр Кавказ, ятарлă çар операцийĕн участникĕ, "Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" II степеньлĕ орден медалĕ.
16. Макаров Александр Владиславович (1975 ç., Пĕчĕк Этмен), Çурçĕр Кавказ, "Хастарлăхшăн" медаль.
17. Макаров Юрий Васильевич (1965 ç., Ваçкаçырми), Афганистан, "Хастарлăхшăн" медаль.
18. Макомов Леонид Александрович (11.07.1960 - 01.12.2013, Питĕркасси), Афганистан, "Хастарлăхшăн" медаль.
19. Матвеев Юрий Александрович (1969 ç., Калкасси), Афганистан, "Хастарлăхшăн" медаль.
20. Митин Александр Валерьевич (1979 ç., Тихăнушкăнь), Çурçĕр Кавказ, Суворов медалĕ.
21. Михайлов Николай Николаевич (19.12. 1977 - 16.06.2019, Уйпуç), Çурçĕр Кавказ, "Хастарлăхшăн" медаль.
22. Наумов Юрий Владимирович (1967 ç., Мишеркасси), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
23. Пакрушов Алексей Алексеевич (14.07.1962 - 15.12.1991, Тихăнушкăнь), Афганистан, "Хастарлăхшăн" медаль.
24. Порфирьев Юрий Николаевич (1962 ç., Мишеркасси), Афганистан, "Хастарлăхшăн" медаль.
25. Спиридонов Сергей Александрович (1980 ç., Атнар), Çурçĕр Кавказ, Жуков медалĕ.
26. Тимофеев Петр Петрович (03.12.1968 - 06.08.2001, Сĕнтĕкçырми), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
27. Фондеркин Александр Александрович (1968 ç., Шĕмшеш), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
28. Хозайкин Александр Николаевич (1966 ç., Туктамăш), Афганистан, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль.
29. Яковлев Владимир Ильич (1980 ç., Пухтанкасси), Çурçĕр Кавказ, "Хастарлăхшăн" тата Суворов медалĕсем.
Ытти стелăсем çинчи информаципе çитес кăларăмсенче малалла паллаштарăпăр.
Июль 2025 |