ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
****************************************************** ОКНА * ДВЕРИ*МЕБЕЛЬ на заказ,*ПОТОЛКИ, *
ГАРАЖНЫЕ ВОРОТА
ТЕЛ.:8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Уйпуç ялĕнче пушара хирĕç кĕрешме меллĕ пултăр тесе Мăн урампа Ишек çучĕ хушшинчи Паттăр пĕвине пуçарулăх бюджечĕн программипе тасатма май килчĕ. Ку ĕçе йĕркелес енĕпе Юрий Велистратович Михайлов тăрăшнине па-лăртса хăвармалла, вăлах хушма укçа та хыврĕ. Пĕвене тасатасси ял халăхĕ кар тăнипе иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнчен тытăнса кăçалхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче пурнăçланчĕ. Ял çыннисем ку ĕçе пурĕ 120 пин тенкĕ хыврĕç, округ администрацийĕ те пулăшрĕ. Пĕвене тасатас ĕçре ял халăхĕ те тăрăшнине палăртмалла. Ял старости Велистрат Велистратович Михайлов бульдозерпа пĕве йĕри-тавра çĕре танлаштарчĕ, Ишек çучĕ патĕнчен Мăн урама çити каякан çула йĕркене кĕртрĕ.
Вырăнта пурăнакансем, ачасенчен пуç-ласа ватти таранах, пĕвене тасатнăшăн паянхи кун савăнаççĕ. Таса шывлă пĕве пурне те илĕртет. Старостăпа Велистрат Михайловпа ял çыннисем пĕрле сулă та (плот) ăсталарĕç. Ун çинче тĕрлĕ енлĕн канаççĕ: музыка инструменчĕсем çинче выляççĕ, вăйăсем ирттереççĕ... Пĕр сăмахпа каласан, ачасемпе çамрăксем çуллахи кану вăхăтне савăнăçлă та телейлĕ ирттереççĕ. Хулара тĕпленнисем те тăван тăрăха канмалли кунсенче килме хавас. Хам та вăхăт пулсанах савăк кăмăлпах тăван яла васкатăп.
Тасатнă пĕвепе пурте кăмăллă. Ялти пуçаруллă çынсем тата пĕве тасатас ĕçе хутшăннă мĕнпур ял çынни чăннипех тав сăмахне тивĕç.
Николай ИЛЬИН, пенсионер
Ноябрь 2025 |
