ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
******************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Округра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Сывлăх патне утăм" проект малалла пурнăçланать.
Иртнĕ эрнекун питĕркассисем, хурапырсем, кỹпешсем вырăнтах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултарнă. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине тытмалли правилăсем пирки лекци те пулнă, опытлă медицина ĕçченĕсенчен - участокри терапевтран, офтальмологран, неврологран тата гинекологран - кашниех уйрăм сĕнỹ илнĕ.
Августăн 19-мĕшĕнче вара пантьăксем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Кунта Пухтанкассинче, Хирлỹкассинче, Ирчкассинче пу-рăнакансем пухăннă.
Августăн 26-мĕшĕнче мобильлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ Ачкассине çитĕ. Вăл пурăнакансене 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен çак адреспа йышăнĕ: Васюков урамĕ, 49 А çурт (Ачкасси территори пайĕн администрацийĕн çурчĕ патĕнче). Асăннă проект округра сентябрĕн 4-мĕшĕччен пырать. Çак кун медицина ĕçченĕсем пациентсене "Хастар" спорт шкулĕ патĕнче кĕтеççĕ.
Екатерина ВАЗИКОВА, район больницин тĕп тухтăрĕ:
- Муниципалитетри ялсене тухмассерен кашнинчех пациентсенчен ырă сăмахсем илтетпĕр. Эпир те, медицина ĕçченĕсем, вĕсем "Сывлăх патне утăм" проекта хастар хутшăннăшăн савăнатпăр. Ял-салара пурăнакансем республика Пуçлăхĕн пуçарăвне пысăк хак панине те палăртмалла. Вĕсем вырăнтах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма май пурри вăхăта перекетлеме май панине палăртаççĕ, çак ырă пуçару йăлана кĕтĕр теççĕ.
Анна АЛЕКСЕЕВА
Ноябрь 2025 |
