Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                    ******************************************************                                                                                                  

 

 

 

 

 

 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Паттăрсене - чыс та мухтав

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2025, 11:53 Просмотров: 51

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев августăн 24-мĕшĕнче пирĕн округра çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене, вĕсен çывăх çыннисене орден-медаль панине эпир пĕлтернĕччĕ.

Геройсене чыслама Хĕрлĕ Чутайри "Çĕнтерĕве 50 çул" кану паркĕнче пухăннăччĕ, мероприятие округ пуçлăхĕ Иван Михопаров, Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕсен çар комиссарĕ Александр Прокопьев, ятарлă çар операци боецĕсемпе ветеранĕсем, общество представителĕсем хутшăннăччĕ.

Округа ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсем çинчен çывăх çемйисен ячĕпе çар чаçĕсенчен Тав çырăвĕсем килеççĕ. Пĕринпе чыслава хутшăннисене паллаштарчĕç. "Борис Вячеславович Кудряшов ятарлă çар операцийĕн пĕрремĕш кунĕсенчен тытăнсах - шанчăклă боец тата чаçре пуриншĕн те çывăх юлташ. Вăл тĕрĕслĕхшĕн - Тăван çĕршыва хỹтĕлессишĕн - пирĕн рете тăчĕ. Çапăçури заданисене пурнăçланă чухне яланах хастар, хăюллă, хăйне тивĕçлĕ тытать, хĕç-пăшалпа тухăçлă усă курать, ыттисемшĕн - ырă тĕслĕх..." - палăртнă çырура. Ятарлă тĕллевсене пурнăçлакан 71-мĕш уйрăм батальон командирĕн Карымбаевăн Тав çырăвне боец амăшĕпе ашшĕ - Тури Çĕрпỹкассинче пурăнакан Галина Александровнăпа Вячеслав Александрович Кудряшовсем, Ольга мăшăрĕ патне çитернĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30