ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
******************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Сентябрĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев ĕçлĕ визитпа пирĕн округра пулчĕ. Палăртмалла, çавăн пекех округра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, министрсем, республикăри округ администрацийĕсен пуçлăхĕсем пулчĕç.
Малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев Сĕнтĕкçырми ялĕнче вырнаçнă "Санккино" сыр тăвакан заводра пулчĕ, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Сыр тунă ĕçпе паллашнă çĕре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Андрей Евгеньевич Макушев тата унăн çумĕ, округăн информаци ушкăнĕн ертỹçи Инна Вячеславовна Волкова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Иванович Мурайкинпа Николай Владимирович Малов хутшăнчĕç. Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Атнар шкулне çитсе курчĕ. Олег Алексеевич кунти юсав хыççăнхи ĕçсемпе тата территорине хăтлăлатнипе паллашрĕ, тăрăшуллă педагогсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Ноябрь 2025 |
