ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*******************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Нумаях пулмасть ĕçлĕ çулçỹрев вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăнасемпе пĕрле "Коминтерн" ЯХПК-на çитсе унти çĕнĕ комбикорм цехĕпе паллашрĕ.
Ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ Альбина Новикова 2024 çулта хута янă цех тăрăх экскурси ирттерчĕ. Инвестици 88,178 миллион тенкĕпе танлашнă, патшалăх субсидийĕсем те курăмлă пулăшу панă. Унăн виçи 22,674 миллион тенкĕпе танлашнă.
Хальхи йышши производствăна виçĕ специалист пăхса тăрать. Вĕсем кунсерен 50 тонна пысăк пахалăхлă комбикорм туса илеççĕ. Цех çичĕ тĕрлĕ выльăх апачĕ туса кăларать. Вĕсенчен кашни тĕрлĕ ỹсĕмри выльăх валли: икĕ тĕсĕ ултă уйăхченхи тата çур çултан аслăрах пăрусем, пиллĕкĕшĕ сĕт паракан ĕнесем валли.
Производствăра автоматикăпа усă курни пысăк кăтартусем тума май парать: комбикормсен дозине палăртма, ĕçлекенсен хисепне чакарма, ингредиентсене тĕрĕс виçепе хутăштарма.
"Коминтерн" ЯХПК ертỹçи Альбина Борисовна Новикова Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Алексеевич Николаева хуçалăха аталанма май паракан патшалăх пулăшăвĕсемшĕн тав турĕ.
Декабрь 2025 |
