ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
******************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Агаковăн "Хĕвел ăшшиллĕ туйăм" кĕнеки кун çути курчĕ. Редакторĕ - Ольга Федорова, ỹнерçисем - Игорь Кугураков тата Наталия Орлова. Автор хайлавсенче тĕрлĕ ыйту хускатать: çемье ăшши, телейсĕр пĕрремĕш юрату, ĕç чуна савăнăç кỹни...
"Юратура шăтса тухнă хунав" повеçре Ырпипе Ырту хушшинчи ăшă туйăм аслă классенче вĕреннĕ чухне çуралнă.
"Вĕсен хĕрỹ юратăвĕ кунсерен вăй илсе пычĕ. Çуллахи лăпкă та тỹлек, ăшă каçсенче ял урамĕпе уçăлса, киленсе çỹрерĕç. Çамрăксен пĕр-пĕринчен самантлăха та уйрăлас килместчĕ. Иккĕшĕ пĕрле чухне çĕр çинче вĕсенчен телейлĕ çын çук та тейĕн. Утса мар, вĕçсе çỹренĕн туятчĕç вĕсем хăйсене. Пĕр-пĕрне мĕн калас тенине куçран пăхсанах ăнланатчĕç. Уяр, лăпкă каçсенче тỹпери çутă çăлтăрсене пăхса савăнатчĕç. Шурăмпуç çуталичченех вĕсене пăхса киленетчĕç пĕр-пĕрне чунтан савакансем. Пĕррехинче хăйсем валли чи çутă çăлтăра та пĕрле суйларĕç. Çамрăксем Алтăр Çăлтăрăн авăрĕ вĕçĕнчине кăмăлларĕç..." - çапла çырса кăтартать автор илемлĕ те таса юрату пирки. Пурнăç çулĕпе пĕрле утма тĕв тунăскерсемшĕн хĕпĕртетĕн. Анчах...
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Ноябрь 2025 |
