ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
******************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Сывлăх кашни çыннăн пурнăçĕнче чи кирли. Унăн çирĕплĕхĕ мĕнле сăлтавсенчен килет-ха? Пĕрремĕшĕ, çын сывлăхĕ çирĕп пулассин 20 проценчĕ генетикăпа, ăрулăх паллисемпе çыхăннă. Урăхла каласан, сывă ашшĕ-амăшĕнчен сывă ача çуралать. Кунта çакна каласа хăвармалла: сывă ача çуратма пĕчĕкренех хатĕрленмелле. Çĕнĕ чуна пурнăç парнелеме шухăш тытсан сиенлĕ йăла-йĕркерен пăрăнмалла, эрех-сăраран, наркăмăшлă ытти япаларан аякра тăмалла.
Ача çуратмалли лайăх вăхăт 20-30 çулсенчи ỹсĕм шутланать Каярахпа генетика тĕлĕшĕнчен улшăнусем пуçланаççĕ, пепкене аталанма та, çуратма та йывăрланса пырать.
Иккĕмĕш сăлтав - экологи, çутçанталăк условийĕсем. Кунта сывлăш, шыв, апат-çимĕç, ĕçри сиенлĕхсем тата ытти те кĕреççĕ. Сăмахран автомашинăран тухакан тата пирус тĕтĕмĕсенче бенэпирен пур. Вăл рак патне илсе пыракан наркăмăшлă япала. Çакăнтан паллă ĕнтĕ: пирус туртни е туртакан çынпа пурăнни сывлăха хавшатать.
Уйрăмах виççĕмĕш сăлтав витĕмлĕ - пурнăç йĕрки. Кашни çын хăйĕн пурнăçне лайăхлатма е япăхлатма пултарать. Сывă пурнăç йĕркине çаксем кĕнине палăртса хăварасах килет: экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-çимĕç çини, физкультурăпа тата спортпа туслă пулни, психика енчен çирĕп тăни, стрессене йĕркеллĕ ирттерсе яни, вăхăтра тата лайăх çывăрни.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Ноябрь 2025 |
