Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                    ******************************************************                                                                                                  

 

 

 

 

 

 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Спорт пурне те пĕрлештерчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 26.09.2025, 12:46 Просмотров: 35

Кăçалхи Наци кросĕ округра пурăнакан спорт тусĕсене самай пĕрлештерчĕ, кашнийĕнех кăмăл-туйăмĕ çĕкленчĕ, дистанцие парăнтарас ĕмĕт вăйланнăçемĕн вăйланчĕ.

Массăллă чупăвăн чăн-чăн тусĕсемпе паллаштаратпăр:

Шкулчченхисен ушкăнĕнче "Пилеш" ача садне çỹрекенсем малти вырăнсене йышăнчĕç: Екатерина Матвеева пĕрремĕш пулчĕ, Алина Шестакова - иккĕмĕш, Валерия Элеменкина - виççĕмĕш. Арçын ачасем хушшинче вара Максим Анисимов çĕнтерчĕ, Александр Храмов ("Пилеш" ача сачĕ) - иккĕмĕш, Игнат Серин ("Шур чечек" ача сачĕ) - виççĕмĕш.

1-2-мĕш классенче вĕренекенсем 400 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Мала тухнисем çаксем: Юлия Матвеева-па (Хусанушкăнь шкулĕ) Кирилл Мартышкин (Мишеркасси шкулĕ) - пĕрремĕшсем, Екатерина Якимовапа (Хусанушкăнь шкулĕ) Егор Элеменкин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - иккĕмĕшсем, София Макаровапа (Çĕн Атикасси шкулĕ) Матвей Мухаметкулов (Питĕркасси шкулĕ) - виççĕмĕшсем.

3-4-мĕш классенче вĕренекенсем вара 1000 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Ку ушкăнра Дарья Ильинапа (Хусанушкăнь шкулĕ) Платон Наумов (Атнар шкулĕ) пĕрремĕш пулчĕç, Екатерина Алякинапа (Хусанушкăнь шкулĕ) Стас Данилов (Атнар шкулĕ) - иккĕмĕшсем, Милена Ишмейкинапа (Штанаш сали) Матвей Устинов (Çĕн Атикасси шкулĕ) - виççĕмĕшсем.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30