Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                    ******************************************************                                                                                          ОКНА * ДВЕРИ*МЕБЕЛЬ на заказ,*ПОТОЛКИ, *

ГАРАЖНЫЕ ВОРОТА

ТЕЛ.:8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17.                  

 

 

 

 

 

 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Терроризм - хăрушă, унран сыхланни кирлĕ

Категория: Общество Опубликовано: 26.09.2025, 12:55 Просмотров: 35

"Ỹкессе пĕлес пулсан тỹшек сарса хурăттăмччĕ", - тенĕ ватăсем авалах. Тỹшекне сарса хумалла-ши е инкекĕ ан пултăр тесе тимлĕхне ытларах ỹстермелле-ши? Шухăшăма малалла тăснă май сăмахăма, шел пулин те, паянхи куншăн синкерлĕ пулăм çине куçарасшăн. Вăл - терроризм. Ăна нимĕнле наципе те, тĕнпе те çыхăнтарайман. Унăн чăн-чăн сăнĕ те çук. Усал шухăш тытнă çынсем тăнăç пурнăçпа пурăнакан çынсене шар кăтартаççĕ, алла хĕç-пăшал тытса ним айăпсăр çынсем çине тапăнаççĕ, ачасене те уяса тăмаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - обществăна хăратасси тата аркатасси. Шел пулин те, пирĕн общество пĕрре кăна мар кун пек тискерлĕхпе тĕл пулчĕ. Бесланта, Дубровскинчи театр центрĕнче, Буденновск-ра, Буйнакскра, Волгодонскра, Мускаври пурăнакан çуртсенче террористсен тискер аллисенчен ним айăпсăр çынсем вилнĕ. Кун пекки текех нихăçан та ан пултăрччĕ. Ним айăпсăр çынсен пурнăçĕ ан татăлтăр тесен вара пирĕн кашнийĕнех тимлĕхе нихçанхинчен те ытларах ỹстермелле.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн ятарлă комисси шкулсемпе ача сачĕсене çитсе учрежденисем ачасене йышăнма хатĕррине тĕрĕсленĕ, терроризма хирĕç хăрушлăхпа тивĕçтерес ĕçсене мĕнлерех йĕркелени çине те тимлĕх уйăрнă.

Çакна та палăртса хăвармалла, шкулсемпе ача сачĕсенче видеосăнав тытăмне йĕркеленĕ, чрезвычайлă лару-тăрура е пушарта хăвăрт пĕлтересси пур. Пур вĕренỹ учрежденийĕнче те кĕме май паракан йĕрке ĕçлет, ăна пула ют çынсем çурта е территорие лекеймеççĕ. Кĕрекенсене хăçан кĕнипе тухнине палăртса ятарлă журнала çырса пыраççĕ.

Хамăрăн та тимлĕхе çухатас марччĕ. Терроризм вăл хăрушă, унран сыхланни кирлĕ!

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30