ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
******************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ваттисен кунĕ çывхарнă май округра "Чыс та мухтав аслă ăру çыннисене" уйăхлăх пырать. Çавна май ветерансемпе аслă ăрурисем валли тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çак ĕçе йĕркелессипе чылай çул хушши округри пенсионерсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Елизавета Петровна Грузинова тимлет. Мероприятисене ветерансен тата пенсионерсен пĕрлешĕвĕнче тăракансем хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене ытларах спорт мероприятийĕсем, спартакиадăсем пĕрлештереççĕ. Пĕтĕмпе округра аслă ăрури 4809 çын шутланса тăрать, вĕсен йышĕнче - пенсионерсем, инвалидсем.
Çавăн пекех кашни территори пайĕнче аслă ăрурисем хушшинче ĕçе йĕркелекенсем пур. Чи хастаррисем çаксем: Тамара Васильевна Катейкина (Тралькасси территори пайĕ), Светлана Вячеславовна Яруткина (Хусанушкăнь территори пайĕ), Ираида Львовна Павлова (Штанаш территори пайĕ), Фрида Афанасьевна Храмова (Атнар территори пайĕ).
Ветеран-пенсионерсем хушшинче спортпа туслисем нумай. Вĕсем округ, республика шайĕнчи Спартакиадăсене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Раççей шайĕнчи ăмăртусенче Хĕрлĕ Чутайри Людмила Михуткинапа Хусанушкăнчи Ва-лентин Харитонов темиçе хутчен те призерсен йышĕнче пулнă. Людмила Алексеевна виççĕмĕш çул ĕнтĕ республикăри пенсионерсен пĕрлештернĕ командин йышĕнче тăрать, республика чысне Раççей шайĕнче хỹтĕлет. Пĕлтĕр вăл Раççейре "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплексăн нор-мативĕсене хỹтĕлесе пĕрремĕш вырăна тивĕçме пултарнă. Çавăн пекех спортсменсем хушшинче çак пенсионерсене палăртмалла: Шĕмшеш ялĕнчи Анатолий Михеев, Ишек-кассинчи Леонид Аргандейкин, Чурпайри Илья Иванов, Туктамăшри Александр Альгешкин, Хĕрлĕ Чутайри Надеж-да Индрякова, Ваçкаçырминчи Римма Вазякова, Сĕнтĕкçырминчи Светлана Яруткина, Питĕркассинчи Нина Кузнецова тата ыттисем те.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Ноябрь 2025 |
