Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çамрăклăхпа илемлĕх, çунатлă ĕмĕтсен уявĕ

Категория: Общество Опубликовано: 30.06.2017, 11:27 Просмотров: 1022

IMG 4543

Июнĕн 27-мĕшĕнче районти шкулсенче ăсату каçĕсем иртрĕç. Пур выпускника та пĕр çĕре пухакан çамрăклăхпа илемлĕх, çунатлă ĕмĕтсен уявĕ вара Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерỹ лапамĕнче пулчĕ.

Уяв 17 сехетре пуçланчĕ. Çак вăхăталла лапам çынсемпе тулчĕ: хитре кĕпесем тăхăннă, илемлĕ кулăпа çиçекен хĕрсем, галстуклă костюмсем тăхăннăран сумлăрах курăнакан каччăсем, хумханнине пытарма тăрăшакан ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем...

11-мĕш класран вĕренсе тухакан 56 çамрăкпа 9-мĕш класс пĕтерекен 148 ачана ĕмĕрте пĕрре пулакан уяв ячĕпе савăнăçлă лару-тăрура район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте саламларĕç, малашлăха пысăк шанăçпа пăхма, килĕшекен професси суйласа илсе пурнăç тăрăх тивĕçлĕн утма сунчĕç.

atestat

 

Уявăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсенчен пĕри шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухнисене чыслани пулчĕ. Кăçал чи малтанах 9-мĕш класран "хĕрлĕ" аттестатпа вĕренсе тухнисене - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Светлана Пахиновапа Алиса Морозована, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Анастасия Ярандайкинана, Питĕркасси шкулĕнчи Анастасия Судакована, Мишеркасси шкулĕнчи Анна Емельянована тата вĕсен ашшĕ-амăшне саламларĕç.

Кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухнисенчен пиллĕкĕшне медальсем пачĕç. Ылтăн медале тата "пиллĕк" паллăсемлĕ аттестата Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Анна Сармандейкина, Станислав Михопаркин, Александра Хораськина, Ангелина Яндуткина тата Мăн Этмен шкулĕнчи Валентина Михеева тивĕçрĕç. Вĕсен ашшĕ-амăшне Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.

 

Уявăн асра юлмалли саманчĕсенчен пĕри вăл темиçе хутчен те республика тата çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн "Авангард" кадет класĕнчен вĕренсе тухакан 19 яшпа хĕре ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Павловăн ятран паракан сехечĕпе наградăлани пулчĕ. Кадетсен ашшĕ-амăшне район администрацийĕн пуçлăхĕн Алек-сандр Башкировăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Ăшă тав сăмахĕсем, сывпуллашу вальсĕ (кадет класĕнчи яшсем пĕр класра вĕренекен хĕрсемпе тата амăшĕ-семпе ташларĕç), юрă-кĕвĕ ăсату каçне илемлетрĕç. Унтан тăван шкулпа сывпуллашакансем класăн-класăн пайланса уяв каçне малалла тăсрĕç, ташласа-юрласа савăнчĕç.

Ир енне вара шурăмпуç çăлтăрĕ ĕнерхи ачасен умри пурнăç çулне çутатрĕ...

Алина КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1