ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ патĕнчи ращара парк пулĕ. Ку ыйтăва нумаях пулмасть Чăваш Республикин хула строительствин Канашĕн ларăвĕнче сỹтсе явнă. Республикăри кадет корпусне те çывăх вăхăтра унта тума пуçламалла. Аса илтерер, федерацин Атăлçи округĕн шайĕнчи вĕренỹ заведенине хăпартма РФ Оборона министерстви пулăшать. Асăннă паркпа çумăн кадет корпусне вырнаçтарма палăртнă пирки тĕрлĕрен калакан та пур. Хăш-пĕр архитекторсем тĕп хуламăрти симĕс зонăна упраса хăварасшăн, вĕсем кадет корпусне кунта хăпартсан вăрмана касма тивесрен шикленеççĕ. Проект тăвас тата унта мĕнле те пулин улшăнусем кĕртес ĕç пысăк укçапа вăхăт тăкакланипе çыхăннине архитекторсен ăнланмалла. Республика правительстви тата Шупашкар хула администрацийĕ пур требованисемпе килĕшсе тăракан тата хулана пысăк усă кỹрекен кадет корпусне вырнаçтармалли вырăн суйлас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă та ĕнтĕ. Суйланă территори транспорт çỹрес тĕлĕшпе, вăрманлă зона пуррипе питĕ меллĕ вырăн шутланать. Палăртасшăн, хулари паллă культура керменĕсенчен пĕринпе юнашар вырнаçнă вăрман территорийĕ 20 гектара яхăн лаптăк йышăнать. Хула çыннисем канма иленнĕ вырăн паянхи кун тирпейлĕхпе мăнаçланать теме йывăр. Çывăхри çуртсенче пурăнакансем вăрманта ỹсĕр çынсем шавланине пăшăрханса пĕлтернĕ. Кадет корпусне кунта туни ку территорие хăтлăх кỹме тата аталантарма хистĕ. Культура керменĕ çывăхĕнчи территорие хăтлăх кĕртнĕ май вăрманта аллейăсем тата фонтансем, ачасен тата спорт хулисем, парк скульптурисем вырнаçтарасшăн. Кадет корпусĕн строительствине тата парка хăтлăх кỹрес ĕçе 2018 çул вĕçĕччен туса пĕтерме палăртаççĕ. Ку пысăк калăпăшлă ĕçе вĕçлесен эпир федераллă пĕлтерĕшлĕ объектлă кăна мар, пахалăхлă хула паркĕллĕ пулăпăр. Вĕсем хулан Кăнтăр районĕшĕн те, пĕтĕм хулашăн та ĕçлĕç. Экологие сыхлас тĕлĕшпе вара йывăç-тĕмсен инвентаризацине пурнăçлас енĕпе пысăк ĕç тăвĕç, вĕсене упраса хăварма тăрăшĕç.
Комментари
Светлана КНЯЗЬКОВА, икĕ ача амăшĕ: " Чăваш Енре кадет корпусĕ пуласси çинчен эпир июнь уйăхĕн вĕçĕнче хаçат урлă вуласа пĕлтĕмĕр. Чăнах та, çакă питĕ лайăх пулăм, вăл ЧР Правительстви пур енлĕ аталаннă тата патриот туйăмлă граждансене ỹстерес енĕпе курăмлă ĕçленине çирĕплетет. Хамăр районта пилĕк çул каялла кадет класĕ уçăлсан та нумайăшĕ питĕ савăннăччĕ. Вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те пĕрре мар палăрчĕç, кадет ятне чыслăн тытса пычĕç. Тĕп хуламăрти çак шкул вĕренекенсене яваплă та хăйсем тĕллĕн йышăну тăвакан, çĕршыв аталанăвĕшĕн тăрăшакан çынсем пулма пулăшĕ. Кадет корпусĕнче пирĕн район ачисем те вĕренессе шансах тăратпăр."
Н.ИВАНОВА.
Ноябрь 2024 |