Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Телейне çемье ăшшинче тупнисем

Категория: Общество Опубликовано: 21.07.2017, 08:37 Просмотров: 846

 Семья Шорниковых - олицетворение гармонии и мудростиРайонта потребкоопераци ĕçченĕсен кунне паллă тунă савăнăçлă мероприятире икĕ мăшăра "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чысланă. Çак медале пĕрле 25 çултан кая мар килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене параççĕ. Обществăлла наградăна Атнар ял тăрăхĕнчи Шорниковсем тата Ачкасси ял тăрăхĕнчи Калейкинсем тивĕçнĕ. Трапайра пурăнакан Валентинăпа Николай Шорниковсем çемье вучахне чĕртнĕренпе 47 çул çитнĕ. Мăшăр пилĕк ачана - икĕ ывăлпа виçĕ хĕре - кун çути кăтартса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ Шорниковсен мăнуксем кăна мар, кĕçĕн мăнукĕсем те пур ĕнтĕ. Çемье вучахĕн ăшшине упракан Валентина Федоровна нумай çул хушши ачасемпе ĕçленĕ. Районти тĕрлĕ шкулсенче пионервожатăй пулнă, ачасене патриотизмла воспитани парассипе тимленĕ. Çемье пуçĕ Николай Семенович пурнăçĕн пысăк пайне, 48 çулне, автомобиль рулĕ умĕнче ирттернĕ. Малтанах Сельхозтехникăра, унтан, 1972-2007 çулсенче, районти вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Шорниковсен çемйинче аслисене хисеплессине тĕпе хурса пурăнаççĕ. Çемьере чи асли те чи хисепли - 97 çулхи Семен Семенович Шорников. Николай Семеновичăн ашшĕ - вăрçă ветеранĕ, ăна ачисем те, мăнукĕсем те, кĕçĕн мăнукĕсем те юратаççĕ, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ.

 

Калкассинчи Галинăпа Олег Калейкинсем пĕрле килĕштерсе 37 çул пурăнаççĕ. Галина Ивановна 1987 çултанпа район больницинче кастеляншăра тимлет. Олег Михайлович пирки "кашни кунах вăл руль умĕнче пулнă" темелле - 1979-2014 çулсенче водительте тăрăшнă. 2015 çултанпа вара районти электричество сечĕсенче контролерта тимлет. Калейкинсем хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ. Хăйсем те ĕçсĕр ларма хăнăхманскерсем ачисене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Халĕ мăшăр хушма хуçалăха аталантарассипе тимлет, ачисемпе мăнукĕ вĕсене пулăшсах тăраççĕ. Хăйсен телейне çемье ăшшинче тупнă çемьесем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, çемье вучахĕн ăшшине упраса пурăнма хавхалантараççĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31