"Çветтуй Матронăн çĕрмен ỹчĕ - районта"

Категория: Общество Опубликовано: 25.08.2017, 10:28 Просмотров: 744

Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храм 215 çул тултарнине уявлас умĕн Турра ĕненекенсемшĕн чиркỹре сахал мар пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пулса иртеççĕ. Ĕнер, акă, Хĕрлĕ Чутай чиркĕвне кунта çỹрекенсем ыйтнипе Çветтуй Ыркăмăллă Матронăн çĕрмен ỹтне илсе килтĕмĕр. Çветтуйăн çĕрмен ỹчĕ район чиркĕвĕнче сентябрĕн 30-мĕшĕчченех пулĕ. Ăна пуç çапма кăмăл тăвакансемшĕн чиркỹ алăкĕ ирхи сакăр сехетрен пуçласа каçхи çичĕ сехетченех уçă пулĕ. Çавăн пекех çĕрмен ỹт чиркỹре пулнă кунсенче кашни кунах ирхи тата каçхи молебенсем (акафистпа пĕрле) ирттеретпĕр. Çветтуй Матрона тата унăн ырă та сăваплă ĕçĕсем çинчен пирĕн çĕршывра пĕлмен-илтмен çын çук та пуль. Çветтуй йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ, чирлĕ çынсене пулăшать.

Максим ЗАРУБИН протоиерей, Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ.