Шкула, ачасем, шкула, ларар партăсем хушшине...

Категория: Общество Опубликовано: 01.09.2017, 10:54 Просмотров: 647

Çуллахи каникулăн хаваслă кунĕсем иртсе кайнине сиссе те юлаймарăмăр - сентябрĕн 1-мĕшĕ çитрĕ. Паян пирĕн çĕршывра, çав шутра республикăра тата районта, Пĕлỹ кунне уявлаççĕ. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паян районти пур шкулта та пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Партăсем хушшине пурĕ 1398 ача ларĕ (пĕлтĕр 1400 пулнă), вĕсенчен пĕрремĕш класа каякансем - 129-ăн (пĕлтĕр - 147). 11-мĕш класа кăçал районти 67 ача каять (пĕлтĕрхинчен пĕр ача сахалтарах). Сăмах май, паян пур шкулта та "Малашлăха ăнтăлакан Раççей" ятпа тематика урокĕсем иртеççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пурне те - ачасене те, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне те - ăнăçупа чăтăмлăх сунатпăр.