ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пирĕн район çамрăкĕсенчен чылайăшĕ шкултан вĕренсе тухсан çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланса хăйсен вырăнне тупать. Чутай каччи Денис Бродюков та хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи Жуковский хулинчи Пушарпа çăлавăн ятарлă чаçĕнче отделени командирĕнче тимлет.
Денис пуçламăш классенче Ишеккасси шкулĕнче вĕреннĕ, унтан - Хĕрлĕ Чутайри шкулта. 9-мĕш класс хыççăн вăл Шупашкарти çыхăну электротехникумĕнче пĕлỹ илнĕ. 2011 çулта Денисăн салтак ячĕ тухнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă, çирĕп хулçурăмлă яш хĕсметре Иваново хулинчи парашютпа десант полкĕнче тăнă. Çак хушăра вăл тăхăр хутчен парашютпа сикнĕ.
Çартан таврăнсан Денис Бродюков хăйĕн пурнăçне çăлав ĕçĕпе çыхăнтарма шутланă, Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин чаçне вырнаçнă. Хăйĕн тĕп ĕçне пурнăçланипе пĕрлех Денис спорта та пăрахмасть, лара-тăра пĕлменскер, темĕнпе те кăсăкланать. Тĕслĕхрен, вăл темиçе хутчен те "Гонка Героев" çарпа спорт вăййисене хутшăннă. Ку вăйăсене командăсем валли ирттереççĕ. Кăçал июнь уйăхĕнче Мускав облаçĕнчи Алабино хулинче иртнĕ ăмăртусене Денис Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Мускав хулинчи Тĕп управленийĕн команди йышĕнче хутшăннă. 10 километр тăршшĕнчи 60 тĕслĕ чăрмава (чупасси, çỹллĕшне хăпарасси, йĕплĕ пăралук айĕпе тата вараланчăк, пылчăклă вырăнтан тухасси тата ытти те) парăнтарса вĕсен команди 30 ушкăн хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă. "Ку вăйăсене эпĕ хама тĕрĕслесе пăхас тесе хутшăнатăп, - тет Денис. - Тата çакăн пек ăмăртусем юлташсене пĕрлештереççĕ".
Кăçалхи август уйăхĕнче вара Денис Бродюков Раççейри пĕрлештернĕ ушкăнпа пĕрле (унта тĕрлĕ професси çыннисем пулнă) Эльбрус çине хăпарнă. 16 çынран тăракан ушкăн унта климата хăнăхма уйăрнă вăхăта шута илсе çичĕ кун хушши пулнă.
"Тусенчен лайăхраххи тусем çеç пулма пултараççĕ" тенине Денис хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Çак яваплă çулçỹреве каччă икĕ уйăх хушши ятарласа хатĕрленнĕ - тăтăшах чупнă, велотренажерпа 40 километр "кайнă".
Чун туртăмĕ чĕнекен çулçỹреве тухмалли вăхăт çитсен яш Мускавран Кавказ тăвĕсем патне çити 26 сехет хушши машинăпа кайнă. "Вăй-хал енчен ту çине хăпарма мана йывăр пулмарĕ, - каласа парать Денис иртнĕ уйăхри çулçỹревне аса илсе. - Çỹлтен те çỹле хăпарнă май эпĕ хамăр гидран та иртсе каяттăм - куншăн мана унран сăмах та тиветчĕ. Анчах та вăй-хал енчен темĕнле çирĕп пулсан та чи малтанах кунта сывлама йывăрри сисĕнет. Кашни утăм хыççăн тулли кăкăрпа сывласа илмелле, унсăрăн сывлăш çитмесен те пултарать.
Эпĕ Эльбрус тăррине ушкăнран чи пĕрремĕш хăпартăм. Пилĕк пин метр çỹллĕшĕнчен тĕнче мĕн тери илемлĕн курăннине каласа пама сăмах та çитеес çук! Раççейĕн чи çỹллĕ вырăнĕнчен хĕвел тухни те уйрăмах илемлĕн курăнать". Эльбрусăн хĕвеланăç тỹпине, 5 пин те 642 метр çỹллĕшне, Денис Бродюков ушкăнпа пĕрле сакăр сехет хушшинче хăпарнă. Хăйĕн çуралнă кунĕ тата Десантниксен кунĕ ячĕпе, çар тивĕçĕсене пурнăçласа пуçĕсене хунă десантниксене асăнса, Денис Бродюков Эльбрус тăрринче хăй службăра тăнă парашютпа десант полкĕн ялавне çĕкленĕ.
Пултаруллă яш çакăнпах лăпланса ларасшăн мар, тусем çине татах хăпарасшăн. Тепрехинче вăл Эльбрусăн хĕвеланăç тỹпине 5642 метра хăпарнă хыççăн 5100 метра анасшăн та тỹрех хĕвелтухăç тỹпине 5620 метра хăпарасшăн. Йывăрлăхсенчен хăраман çирĕп кăмăллă каччă тĕллевне пурнăçа кĕртетех пулĕ тетĕп.
Денисăн тĕрлĕ енлĕ çитĕнĕвĕсем çинчен каласа панипе пĕрлех манăн вăл питĕ ырă кăмăллă та сăпайлă, ыттисене яланах пулăшма хатĕр çамрăк пулнине те палăртса хăварас килет. Инçе çулçỹревсенче пулнă хушăрах вăл тăван Чутай тăрăхне килсе курма та вăхăт тупать.
Денис Бродюков пек пурнăçăн кашни кунĕпе туллин усă куракан, çĕннипе кăсăкланма пултаракан çамрăксем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Чутай çĕрĕ çинче ỹссе тĕрекленнĕ яшсем йывăрлăхсенчен те, шывран та, вутран та хăраманни, тусем çине те хăпарма пултарни савăнтарать. Чутайсене ахальтен "харсăр халăх" тесе каламан пулĕ - паянхи çамрăксем çак сăмахсене тепĕр хут çирĕплетсе параççĕ.
Алина КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |