ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
Кировская обувная фабрика
2 апреля 2024 г. в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натуральной кожи и
прием обуви на ремонт.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Шупашкарти "Энергия" спорт шкулĕнче августăн 25-29-мĕшĕсенче классика шахматне выляссипе 15-19 çулсенчи çамрăксем хушшинче республика первенстви пулнă. Турнира 31 çын хутшăннă, вĕсем хушшинче хĕрлĕчутайсем те Евгений Сергеев тренер ертсе пынипе тупăшнă.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе пирĕннисем çĕнтерỹçĕсем те, призерсем те пулнă. 15 çула çитмен хĕрсем хушшинче Дарья Романова, 19 çул тултарманнисем хушшинче Яна Никифорова çĕнтернĕ. Çав ỹсĕмрех Елена Афанасьева кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Асăннă пикесем пире пĕрре мар ĕнтĕ район чысне хỹтĕлесе çĕнтерỹпе савăнтараççĕ. Маттур!
Артем Чеченешкина вара 17 çула çитмен каччăсене çĕнтерме темиçе балл кăна çитеймен, вăл тăваттăмĕш вырăн йышăннă.
А.ЗАМУТКИНА.
Март 2024 |