Пирĕн шахматçăсем - çĕнтерỹçĕсем

Категория: Общество Опубликовано: 06.09.2017, 09:24 Просмотров: 795

shahmatШупашкарти "Энергия" спорт шкулĕнче августăн 25-29-мĕшĕсенче классика шахматне выляссипе 15-19 çулсенчи çамрăксем хушшинче республика первенстви пулнă. Турнира 31 çын хутшăннă, вĕсем хушшинче хĕрлĕчутайсем те Евгений Сергеев тренер ертсе пынипе тупăшнă.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе пирĕннисем çĕнтерỹçĕсем те, призерсем те пулнă. 15 çула çитмен хĕрсем хушшинче Дарья Романова, 19 çул тултарманнисем хушшинче Яна Никифорова çĕнтернĕ. Çав ỹсĕмрех Елена Афанасьева кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Асăннă пикесем пире пĕрре мар ĕнтĕ район чысне хỹтĕлесе çĕнтерỹпе савăнтараççĕ. Маттур!

Артем Чеченешкина вара 17 çула çитмен каччăсене çĕнтерме темиçе балл кăна çитеймен, вăл тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

А.ЗАМУТКИНА.