Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Каллех çав кĕрепле çине, е Культура çурчĕсен шăпи хăçан уçăмланĕ?

Категория: Общество Опубликовано: 22.09.2017, 08:21 Просмотров: 628

"Çакă клуб-и?! Клуб мар ку, сарай!.." - çапла каланă иккен Ишеккассинчи Культура çурчĕ умне çитсен ку вырăна пĕрремĕш хут килсе куракан хула çыннисем. Вĕсем вара кунта ахальтен килмен - августăн 27-мĕшĕ тĕлне çак ялти клубра капиталлă юсав ĕçĕсене вĕçлемелле пулнă. "Пулнă" анчах çав - паянхи куна ĕçсен 15 процентне кăна пурнăçланă...

Асаплă Шулю клубĕ

klubСентябрĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне района килнĕ ушкăн ку хутĕнче ятарлă темăсене (ялхуçалăх ĕçĕсем, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси) пăхса тухнипе пĕрлех культура объекчĕсенче ĕç мĕншĕн вăраха кайнине тĕплĕн тишкернĕ. Çак ыйтăва уçăмлатас тесе Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Игорь Живоев чи малтанах Шулю ялĕнче тума пуçланă клуб патне çитнĕ, кунти халăхпа тата подрядчикпа тĕл пулса калаçнă. Ку ялти культура вучахĕ пирки "асаплă Шулю клубĕ" тесех калас килет. 2013 çулхи çулла çуннă кивĕ клуб вырăнне çĕнни çĕкленессе шулюсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Кăçал тинех пăр тапраннăн туйăнчĕ - июнь уйăхĕнче "КСО "Красночетайская" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем ĕçе пуçăнчĕç. Пуçăнчĕç те - малалла каяймарĕç. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче хута ямалли клубăн хальхи вăхăтра никĕсĕ кăна пур-ха. Ĕç мĕншĕн малалла каяйманнине подрядчик укçа çуккипе сăлтавлать иккен. Шулю клубне тума 6 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Анчах та ку укçана подрядчика тỹрех памаççĕ, ĕçсен пĕлтерĕшлĕ пайне тусан кăна. Районти строительство организацийĕн ертỹçи Павел Кандейкин çакна пĕлмест мар, паллах. Енчен те ĕçе пуçласа ямалăх нухрат çук пулсан аукциона мĕн тума хутшăнмалла пулнă? Информкуна шулюсем чылаййăн пухăннă, вĕсене ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов çĕнĕ клуба çĕклес ĕç яваплăха туйман подрядчик айăпĕпе чарăнса ларнине ăнлантарса панă, подрядчикăн пĕр тăхтаса тăмасăр, пĕтĕм вăя хурса строительство ĕçĕсене малалла тăсмаллине каланă. Хăйсен пăшăрханăвне пытарман халăх умĕнче Павел Кандейкин тепĕр уйăхран клубăн стенисене çĕклесе çивитти айне лартма сăмах панă.

Ишеккассисемпе тумликассисен чун ыратăвĕ

DSC 0090Икĕ ял çыннисене пĕрлештерекен Ишеккассинчи Культура çурчĕ Тумликасси ялĕнчи Клуб урамĕнче вырнаçнă. Çак çурта кирпĕчрен 1986 çулта купаланă. Хăй вăхăтĕнче кунта культура вучахĕпе пĕрлех пуçламăш шкул, унтан ача сачĕ те вырнаçнă пулнă. Самана улшăнса пынă май ялти клубра ачасен сасси янăрама пăрахнă. Анчах та кивелсе пыракан çурта çамрăксем те, ваттисем те çỹресшĕнех пулман. Çавăнпах пулĕ унта капиталлă юсав ĕçĕсем ирттер-ме палăртнă. Çакна каласа хăварас килет - редакцинче ĕçлеме пуçличчен, вунă çул каялла, эпĕ шăпах çак клубăн администраторĕнче ĕçлерĕм. Ун чухнех ялти клуб çурчĕ юсав тăвасса кĕтетчĕ - урайĕ тĕллĕн-тĕллĕн хуçăк, маччаран шыв каять... Ĕçлеме пуçласанах чи малтан мана районти культура пайĕнче кивĕ чỹречесем тупса пачĕç, çавăнти кантăксене Ишеккасси клубĕн ваннă чỹречисем вырăнне лартмалла терĕç. Анчах та çак ĕç валли ниçтан та укçа уйăрайманран кантăксене манăн хамăр вăйпа - мăшăрпа, аттепе тата маçакпа пĕрле - лартма тиврĕ. Халĕ вара Ишеккассинчи Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме 800 пин ытла тенкĕ уйăрнă! Кунти ĕçсене пурнăçламалли аукционра кам çĕнтернĕ тетĕр? Каллех Павел Кандейкин ертсе пыракан "КСО "Красночетайская" ТЯО. Апла-тăк ĕç мĕншĕн малалла кайманни тỹрех паллă - укçа çуккипе.

Çỹлерех асăнтăм ĕнтĕ - Ишеккасси клубĕнчи юсав ĕçĕсене августăн 27-мĕшĕнче (!) вĕçлемелле пулнă. Кунта пластик чỹречесем лартмалла, алăксене улăштармалла, урайне сăрламалла, маччана йĕркене кĕртмелле. Информаци кунне килсе çитнĕ ушкăна подрядчик çак ĕçсене икĕ эрне хушшинче вĕçлеме шантарнă. Çу каçа пурнăçлайманнине икĕ эрнере туса пĕтерме пулĕ-ши çавăн чухлĕ ĕçе? Тем, шанасах килмест...

Сăмах май, информаци ушкăнĕ çав кун Серенкассинчи Культура çуртне те çитсе курнă. Кунта 2016 çулта ятарлă программăпа килĕшỹл-лĕн юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 300 пин тенкĕлĕх концерт тата мультимедиа аппаратури, сцена çине тухмалли костюмсем туяннă. Паллах, ку культура çуртĕнче лару-тăру аван пулни пурне те савăнтарать. Шулюсем, ишеккассисемпе тумликассисем те хăçан та пулин çакăн пек хăтлă клубра ташласа-юрласа савăнасса, концерт-спектакль курасса питĕ шанас килет. Юлашкинчен çакна каласа хă-варасшăн: районти халăх тахçанах "панкрута тухнă" тесе калакан строительство организацине çавăн чухлĕ объект шанса памаллах пулнă-ши? Ишеккассинчи Культура çурчĕ патне пыракан çула вак чул сарассине те çак подрядчиках шан-са панă-çке. Каламасăрах паллă, ĕçсем кунта та чарăнса ларнă. Пĕрре шанăçран тухнă подрядчика татах ĕç хушни каллех çав кĕрепле çине пусниех пулать пуль вăл? Вăт, халĕ шар куратпăр та. Подрядчик халăх умĕнче панă сăмахне тытаять-ши - асăннă культура çурчĕсенче ĕçсем мĕнле пур-нăçланнине сăнасах тăрăпăр. Çĕнĕ тата юсаса çĕнетнĕ клубсенче лару-тăру лайăхланни пирки хаçатра хăвăртрах çырса кăтартасчĕ...

Алина ИТТИ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5