Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кирилл Блинов медале тивĕçнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.09.2017, 12:11 Просмотров: 675

IMG 20170925 142120Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2017 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнчи 425-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Кирилл Блинова "За спасение погибавших" медальпе наградăланă.

Аса илтеретпĕр, 2016 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Кирилл Блинов Тихăнушкăнь ял пĕви енчен пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтнĕ. Тракушкăнче пурăнакан амăшĕпе Кирилл тỹрех унта чупнă. Унта вара акă мĕн пулса иртнĕ: пĕвери катамаран çинче 7 çулхи хĕрача кăшкăрса макăрнă. Унăн ашшĕ хирĕç ишекен 12 çулхи тепĕр хĕрачи путма пуçланине курсан ăна çăлма васканă, анчах хăй пĕве тĕпне анса кайнă та каялла тухайман. Кирилл катамаран çинчи хĕрачана та, путма пуçланă хĕрачана та çăлнă, анчах та вĕсен ашшĕне çăлайман. Амăшĕпе Кирилл часрах васкавлă пулăшу чĕннĕ, тăванĕсене пĕлтернĕ. Çавăн пекех Кирилл шыравçăсене хĕрачасен ашшĕ ăçтарах путса аннине кăтартса пулăшнă. Çак паттăрла ĕçшĕн Кирилл Блинова путакансене çăлнăшăн тивĕçекен наградăна пама документсем хатĕрлени пирки эпир район хаçатĕнче кăçалхи февраль уйăхĕнче çырсаттăмăр. Çавăнпа та çак кунсенче çĕршыв ертỹçи маттур та пултаруллă, хăюллă Кирилл Блинова патшалăх наградине пама йышăннине пĕлсен чунтанах савăнтăмăр.

Хусанушкăнь шкулĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Кирилл Блинов хăй медале тивĕçнине эрне пуçламăшĕнче пĕлнĕ. Патшалăх наградине çамрăк алла хăçан илесси хальлĕхе паллă мар.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5