ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Тепĕр чухне вăрçăчченхи пурнăçа аса илетĕп те, самаях тĕлĕнетĕп. Çын ĕмĕрĕ хушшинче ялти пурнăç пĕтĕмпех улшăнчĕ. Ачалăхри хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăрас шухăш çуралчĕ.
Анкарти пире тăрантаратчĕ те, тумлантаратчĕ те
Сăр леш енчи Майдан ялĕнчи Ваççатка вырăс Утаркассипе Мишеркассинче çĕвĕç пулса çỹретчĕ. Нумай çул ĕçленипе вăл чăвашла каланине ăнланатчĕ. Качча кайма хатĕрленекен хĕрсем ăна пустав, сăхман, кĕрĕк çĕлеме килĕсене чĕнетчĕç. Ăста çĕвĕç пирĕн килте пулнине астăватăп. Вăл Ольга акай кĕлеткине сантиметр лентипе виçрĕ те çырса хумарĕ. Эпĕ, çамрăкскер, унăн астăвăмĕнчен тĕлĕнтĕм. Каçхи апатра йỹçĕтнĕ пуçлă купăста çини те ман кăмăла кайрĕ. Пирĕн апай пуçлă купăстана каткипех тăварлатчĕ, хĕлĕпех çиме çитетчĕ вăл.
Анкарти пире тăрантаратчĕ те, тумлантаратчĕ те. Кантăр акса тунинчен сỹс, вăрринчен çу çаптаратчĕç. Хĕрарăмсем çĕрĕ-çĕрĕпе кĕнчеле арлатчĕç, çиппинчен пир тĕртетчĕç, ăна шуратса кĕпе-йĕм çĕлетчĕç. Пир тăвасси çав тери кăткăс та тертлĕ ĕçчĕ. Анкартине акнă кантăр ỹссе çитсен унăн тунине шывра ислететчĕç, ăна типĕтсе тыллатчĕç, сỹсне кисĕпсемпе тĕветчĕç, кайран шăртласа кĕнчелеççисем çине çыхса арлатчĕç. Çипне хутăрласа шурататчĕç, кăшкарсем çине куçарса сỹрелетчĕç те пир станĕ çине кăмтаратчĕç. Пир тĕртсен ăна çурхи юр çине сарса хĕвелпе шурататчĕç, унтан типĕтсе пир чăркисене каскасем çинче тукмаксемпе çапса çемçететчĕç. Эпĕ пир тĕртнĕ чухне хултăрчăпа ăса валли çĕрĕ çине çип тултарса панине астăватăп.
Качча каякан хĕрĕн туприне туй халăхне кăтартса паратчĕç. Çавăнпа çемйипех тỹшек-минтер, тĕрлĕ тумтир нумай хатĕрлетчĕç. Ĕне-выльăх та паратчĕç çĕнĕ мăшăра. "Качча каякан хĕртен шăпăр та тарса пытанайман", - тетчĕç халăхра.
Халĕ ял çыннисене лавкка тăран-тарать те, тумлантарать те. Унта Чулхуларан кỹнĕ маринадланă пуçлă купăста та, помидор-хăяр та, тĕрлĕ улма-çырла та сутаççĕ. Чаплăран та чаплă çи-пуçне те лавккарах туянатпăр. Хĕрарăмсенчен чылайăшĕ анкартинче пахча çимĕç ỹстерме пăрахрĕ вĕт...
Аттепе пурăнма лайăхчĕ
Пирĕн атте, Вазяков Яков Дмитриевич, 1904 çулта çуралнăскер, Мишеркассинчи чиркỹпе прихут шкулĕнче ăс пухнă, ялта вăл вĕреннĕ çын шутланнă. 1944 çулта атте Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлесе вăрçă хирĕнче пуçне хунă.
Аттепе пурăннă вăхăт ман асăма тарăн кĕрсе юлчĕ. Ултă çулта чухне вăл мана утă кỹме илсе кайрĕ. Канав урлă каçнă чухне эпĕ утă лавĕ çинчен лашан кайри урисем патне персе антăм. Лаша тăп чарăнса тăчĕ, мана урапа айне пулса аманасран çăлса хăварчĕ. Хвату уйĕнчи анасем çинчен кĕлтесем кỹме те илсе каятчĕ атте.
Ватă çынсем асăрханă тăрăх Вазяковсен анисем çинче тыр-пул яланах тухăçлă ỹснĕ. Анкартинче кĕлтесем типĕтмелли авăн вырăнĕ, арлаççи пулнине те астăватăп. Унта улăм усратчĕç, унпа ĕнесемпе сурăхсене тăрантаратчĕç. Утта лаша валли çеç хатĕрлетчĕç - хресчен хуçалăхĕнче вăл тĕп вăй, пурнăç тыткăчи пулнă.
Атте çулталăкĕпех лашапа ĕçлетчĕ. Хĕлле вырăс ялĕсене татса çурнă типĕ вутă сутма каятчĕ. Укçа кирлĕ пулнă-çке. Колхоза кĕрсен лашана тата унăн таврашĕсене фермăна леçсе панă. Пĕрремĕш каçхинех пирĕн лаша фермăран анкартипе килсе аякри чỹрече патне пырса сас панă. Атте ăна кĕртсе хупнă. Лашана хăнăхтарас шутпа-ши - атте колхозра аслă конюхра ĕçлеме пуçларĕ. Виççĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра атте мана шут шăрçипе хушма-кăларма вĕрентрĕ. Ун чухне вăл кладовщикра ĕçлетчĕ.
Аттепе савăнса пурăнасси нумая пымарĕ. 1941 çулта кил-çурт çунса кайрĕ. Çурт туса пĕтериччен аттене вăрçа илсе кайрĕç. Пирĕн çемьешĕн хĕн-асап пуçланчĕ. Анне, аттерен йывăр çын пулса юлнăскер, 1942 çулта Нина йăмăка çуратрĕ. Санька шăллăмпа Райка йăмăк чирлесе вилчĕç. 5 ачана ура çине тăратрĕ анне. Йăмăкпа акай нумай вĕренеймерĕç, çамрăклах фермăра ĕçлеме пуçларĕç. Тем пек нушаллă пулсан та выçлăх çулсене чăтса ирттертĕмĕр. Пĕр-пĕринпе килĕштернине, пĕр-пĕрне пулăшнине пула пур йывăрлăха та çĕнтерме пултартăмăр. Турра шĕкĕр, пирĕн апай, Акулина Степановна Вазякова, 80 çула çитиччен пурăнчĕ, ыррине те курма ĕлкĕрчĕ.
Иван ВАЗЯКОВ, Мишеркасси ялĕ.
Ноябрь 2024 |