Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                                     ******************************************************

ПРОДАЮ

МЕСЯЧНЫХ ТЕЛЯТ

Тел.: 8 905 197 13 63

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ял хушшинчи çула "хĕрсех" тăваççĕ, е Кил умне кĕме май çук

Категория: Общество Опубликовано: 29.09.2017, 11:49 Просмотров: 916

Ачкасси ялĕнче çул тума пуçлани темиçе уйăх ĕнтĕ. Хăйăрне икĕ хутчен тăкса якатса тухрĕç-ха. Паянхи кун çул хĕррине майлама кил-çурт çывăхĕнчи тăпрана чаваççĕ. "Хĕрсех" ĕçлеççĕ теме те пулать. Ял вĕçнелле тухиччен пур-ха. Техники хушăран курăнкалать. Анчах та кил-çурт умне машинăпа кĕме май килменни ялта пурăнакансене пăшăрхантарать. Çулне туни лайăх. Ĕçĕ хăçан вĕçленесси паллă мар-ха. Хĕл кунĕсем те çывхараççĕ. Ун чухне вара кил-çурт умне машинăпа кĕресси тĕлĕкре те тĕлленмĕ. Кил-çурт таврашĕпех юр хырмалли çитет вара. Машинăна пускил тĕлне кайса лартаймăн.IMG 6127

Çул тăвакансен кил-çурт умне кĕмелĕх çулне йĕркеллĕ хăвармалла пулнă мар-и? Пĕрисен вăл икĕ машина тухмалăх сарлакăш. Теприсен - утса тухмалăх кăна. Хăш-пĕр çĕрте вăл пач та хапха тĕлĕнчен аякра: е юпа, е хăйăр купи патĕнче. Тен, çул тăвакансен йĕрки çапла. Ăна пĕлместĕп. Тăпра чавмалли хушă нормăпа пĕрпек пулма кирлĕ-ши тесе урам хушшипе утса тухрăм. Чавнă хушă пурин те пĕрпек мар. Хăшĕн тăршшĕ вăрăмрах, хăшĕн кĕскерех. Утса тухмалли, машинăпа кил умне кĕмелли çулне хăварнă чухне хапха тĕлне шута илмелле пулнă мар-ши тата? Нимĕн те каламастăп, чылайăшĕн кил умне кĕмелли çулĕ хапха тĕлне лекет. Хăшĕ-пĕрин вара урам тепĕр енне каçас тесен те аякран çаврăнас пулать. Ĕçе пурнăçланă чухне çак урамра пурăнакансен шухăшне шута илмелле пулнă мар-ши? Е ĕçе путнипе çын хапхи ăçта вырнаçнине асăрхаман-ши?

IMG 6114 Çул хапха, алăк тĕлне çакланакансен савăнмалла ĕнтĕ. Ыттисен нимĕн шарламасăр лармалла. Вĕсенчен кулма та юрать иккен. Пур ĕçĕн те йĕрки пулмалла. Пĕринне капла, тепринне урăхла туни вырăнсăр. Çул тунă чухне пăхăнмалли нормăсем те çук мар. Çак ĕçе пурнăçлама шаннă пулсан ăна тивĕçлĕ тумалла.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1