Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Шоровăра часавай уçăлнă

Категория: Общество Опубликовано: 04.10.2017, 09:42 Просмотров: 669

chasovnyОктябрĕн 1-мĕшĕнче пирĕн района Чăваш митрополийĕн ертỹçи Варнава митрополит килсе кайнă. Малтанах вăл Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмра литурги ирттернĕ. Варнава митрополитпа пĕрлех литурги ирттернĕ çĕре Çĕмĕрле хулипе районĕнчи храмсен настоятелĕсем тата Хĕрлĕ Чутайри чиркĕвĕн настоятелĕ Максим Зарубин протоиерей хутшăннă.

Литурги хыççăн Варнава митрополит кĕлле пухăннисемпе Турă Хĕресĕ пирки калаçнă.

Унтан Варнава митрополит Шоровăра тин кăна ниме мелĕпе çĕкленнĕ часавая уçнă тата çветить тунă çĕре хутшăннă. Асăннă часавай вырăнĕнче храм пулнă, ăна 1931 çулта аркатнă. Часавай тăвас ĕçе Атнар ял тăрăхĕнче пурăнакансем, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем, культура ĕçченĕсем хутшăннă.

Ялта часавай уçăлни Турра ĕненекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çавăнпа та Христос Çуралнă ятпа çĕкленнĕ часавая уçнă çĕре халăх йышлă пухăннă. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов часавая çĕклеме пулăшнăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Валерий Павлова, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятельне Максим аттене, Шоровăри Олег Баринова (вăл часавая купаланă), Трапай ялĕнчи Валерий Смирнова, Атнарти Николай Абаськина, Туканашри Михаил Никифорова, Александр Ивантаевпа Владимир Горбушкин уйрăм предпринимательсене, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникне Анатолий Данилова, Атнар шкулĕн директорне Сергей Кудряшова Тав çырăвĕсем панă.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31