Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Матросăн ячĕ нихăçан та манăçмĕ

Категория: Общество Опубликовано: 11.10.2017, 08:22 Просмотров: 646

Районти кашни ял тăрăхĕнчех çĕршыва хỹтĕлесе е çар тивĕçне пурнăçланă чух çут тĕнчерен уйрăлнă ентешсен ячĕсене асра хăварас тĕллевпе пархатарлă ĕç тума тăрăшаççĕ. Иртнĕ кĕçнерникун, акă, Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче Тури Çĕрпỹкассинчи Иван Медведев матрос ятне ĕмĕрлĕхе хывса хăварас тĕллевпе асăну палăкĕ уçнă. Пирĕн ентеш Инçет Хĕвелтухăçĕнчи çарпа тинĕс флотĕнче шыв айĕн çỹрекен С-178 дизельлĕ кимĕ çинче çар тивĕçне пурнăçланă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчен пуçласа пирĕн çĕршывра икĕ теçеткене яхăн субмарина шар курни паллă. Сăмахран, "Курск", "Комсомолец", "К-19" çинчен нумайăшĕ илтнĕ пулĕ. Çав хушăрах инкеке лекнисен хура списокĕнче С-178 те пур. Унпа 1981 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче катастрофа пулнă. Мĕн сăлтава пула инкек сиксе тухнине 25 çул хушши "вăрттăнлăх" грифпа сыхланă. Çак 36 çул каялла пулса иртнĕ инкекре 32 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, вăл шутра - Тури Çĕрпỹкассинчи Иван Медведевăн.

Хăрушă инкек

Тинĕсри черетлĕ ишевĕн иккĕмĕш кунĕ нимĕн те систермен. Шыв айĕн çỹрекен С-178 дизель кимĕ яланхи вĕренỹ ишевĕнчен, тинĕсри шавлăха тĕрĕсленĕ хыççăн, Владивостокри порта таврăннă. Çыран хĕрнелле çывхарнă май кимĕ шыв çийĕн курăнмалла пынă. Каçхи апат хыççăнхи вăхăт, кăмăл-туйăм пурин те лайăх пулнă. Ăнсăртран пĕр самантра темскер хăрушшăн пырса çапăнни субмаринăна ывтăнтарса янă. Кимĕ хăвăрт путма тытăннă. Кимĕри матроссем вара мĕн пулса иртнине, хăйсем пĕр самантра çĕр айне анса тăнине те ăнланса илеймен, çутă сỹннĕ, пур çĕртен те шыв кĕме пуçланă... Авари сăлтавĕ каярахпа тин паллă пулнă: портран "Рефрижератор-13", пулла кайма тухнăскер, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнине пула С-178 кимме сулахай енчен пырса çапăннă. Пысăк шăтăка кура отсексем темиçе çеккунтра шывпа тулса ларнă, çапăннă хыççăн 130 тонна шыв "çăтнă" кимĕ 40 çеккунтра 37 метр тарăнăшне анса кайнă.

Çăлăнас шанчăк пулнă-ши?

Тĕттĕм тата сывлăш çитмен кимĕре юлнă матроссем кам мĕнле пĕлет, çапла çăлăнма тăрăшнă. Çав вăхăтрах вара çăлавçăсем кимме, çынсене шывран кăларас тесе темиçе талăк ĕçленĕ. Анчах та инкекре экипажри 61 çынтан 29-шĕ кăна чĕрĕ юлнă. 32-ĕн вилнĕ, вĕсенчен 16-шне Владивостокри паллă мар салтаксен тинĕс масарĕнче, 10-шне хăйсен тăван ялĕнче пытарнă, 6-шне пачах тупайман. Каярахпа суд пулнă: С-178 командирне, 3-мĕш ранг капитанне Марангона тата "Рефрижератор-13" траулерăн командирне Курдюкова 10 çуллăха ирĕксĕр хăварнă. С-178 кимĕ путнă хыççăн флотпа промышленность йышăнăвĕпе пур кимĕ çине те шыв айĕн çỹрекен кимĕ çиелтен пынине асăрхаттаракан йăлтăркка хĕрлĕ сарă хунарсем вырнаç-тарма тытăннă.

Унăн ячĕ манăçмĕ

Иван Иванович Медведев 1959 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче Тури Çĕрпỹкассинче колхоз ĕçченĕсен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ, Иван Филипповичпа Анна Григорьевна, пурнăç тăршшĕпех тăван колхозра ĕçленĕ. Вĕсем сакăр ача çуратса воспитани панă, анчах хальхи вăхăтра тăваттăшĕ кăна пурăнаççĕ. Тăваттăшĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайнă, вăл шутра Иван. Ваня Хусанушкăнчи шкулта 10-мĕш класс пĕтернĕ. Вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыракан каччă спортпа туслă пулнă. 1980 çулта ăна Совет Çарне илнĕ. Вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнчи çарпа тинĕс флотĕнче çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. 1981 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче салтак С-178 кимĕпе пулнă аварире вилнĕ. Иван Медведева Тури Çĕрпỹкассинчи масар çине пытарнă.

А.ДМИТРИЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5