Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Сĕт хакĕ канăç памасть

Категория: Общество Опубликовано: 13.10.2017, 09:58 Просмотров: 808

Чăваш Республикин ялхуçалăх министерстви районсенчен пухнă сĕт хакĕсен информацийĕпе килĕшỹллĕн республикăра литр сĕте вăтамран 18-19 тенкĕпе пухаççĕ. Министерствăн официаллă сайтĕнчи хаксене тишкерес-тĕк пирĕн районта сĕт хакĕ, ытти районсемпе танлаштарсан, яланхи пекех чи пĕчĕкки пулни куçкĕрет. Нумай çулхи практика вара кĕркунне халăхран пухакан сĕт хакĕ ỹсме кирлине кăтартса парать. Мĕншĕн тесен ку вăхăт тĕлнелле ытларахăшĕ ĕнесене пăрулас умĕн сума пăрахать, эппин, туянакансене сĕт сĕнекен те сахалрах. Çакă хак çине витĕм кỹмеллех пек.

Çав хушăрах вăрман леш енчи хăш-пĕр ялсенче сентябрь уйăхĕнчех Элĕк районĕнчи уйрăм предпринимательсем пĕр литр сĕте 18-19 тенкĕпе туянма тытăннă иккен. Сăмах май, иртнĕ çулхи çак вăхăтри хаксене тишкерес пулсан октябрь уйăхĕнче хаксем темиçе хут хăпарнă: октябрĕн 1-мĕшĕнче сĕт 18 тенке, тепĕр вунă кунтанах 19 тенке çитнĕ. Çапла ку вăхăтра халăхран сĕте 19 тенкĕпе пухнă. Çапах та министерство кашни районпа, кашни усламçă тĕлĕшпе хатĕрленĕ таблицăна тишкерес пулсан çакна палăртмалла. Кунта куç умне 17-рен пуçласа 22 таран цифрăсем тухса пыраççĕ. Акă, сăмахран, Çĕмĕрлепе Вăрнар районĕсенче шăп та лăп 18 тенкĕпе пухаççĕ. Республикăри 21 ра-йонтан 16-шĕнче литр сĕте пирĕн патринчен хаклăрахпа туянаççĕ, унти хаксем 18 тенкĕрен пуçласа 22 тенкĕ таран çитеççĕ. Кỹршĕллĕ Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсенче - 18-19 тенкĕ. Элĕк районĕн-че вара тăхăр усламçă халăхран сĕт пухать пулсан - саккăрăшĕ литр сĕтшĕн 20 тенкĕ парать. Çак статьяна хатĕрленĕ вăхăтра пирĕн районти хăш-пĕр ялсенче сĕте 18 тенкĕпе пуçтарнине пĕлтерчĕç. Шăмăршă, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски районĕсенче тата пирĕн районта чи пĕчĕк хак йĕркеленнĕ. Асăннă районсенче çавăн пек пĕрпеклĕх кăçал кăна мар тытăнса пырать, хаксене пĕр тытăмпа йĕркелени сисĕнет. Хальхи вăхăтра район территорийĕнче çиччĕн сĕт пухаççĕ: "Заготовки" тата "Перспектива" ТЯО-сем, Элĕк райповĕ, А.В.Тихонов, Н.А.Дементьева, А.Е.Низов уйрăм предприни-мательсем тата "Свобода" колхоз - пурин те пĕр хак. Кам вĕсене çавăн пек пĕрешкел йĕркелеттерет - уççăн каламаççĕ.

Ял ĕçченĕн тар тăкса тунă чĕртавара йỹнĕпе, паллах, сутас килмест, анчах урăх майсем çук пулсан мĕн тумалла-ха унăн? Тен, халăхпа канашласа сĕте памасăр тăхтаса пăхмалла? Пĕр районта ял çыннисем кун пек туни пирки илтнĕччĕ-ха. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем пухакансене сĕт паман иккен, вара пĕр хушă чĕртаварсăр тăрса юлнă усламçăн хака хă-партмах тивнĕ-мĕн. Кун пек тунипе нумайăшĕ килĕшеççĕ пуль, анчах сĕт укçипе кăна тытăнса пурăнаканни тем тесен те кун сиктермесĕр йỹнĕпех сĕтне пама хатĕр. Нумайăшĕ паян хакпа килĕшсех каймасть пулин те хăй çимесĕр сĕтне патшалăха парать. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенине шутра тытса уйран тăранаймасăр килнĕ выльăха май пур таран апат çитерме васкать, сĕчĕ ытларах пулсан укçи ытларах пулĕ тесе тăрăшать. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, районта лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсем çук чухне нумай çыншăн сĕт сутни чĕрĕ укçа кĕмелли пĕртен-пĕр çăлкуç пулса тăрать, çавăнпах халĕ чылай ялсенче темиçе ĕне тытакансем хушăнчĕç. Çăмăл-и вĕсене выльăх тытма? Паллах, çăмăл мар. Ĕçленинчен ытла туса илнĕ таса та пахалăхлă продукцие тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарма йывăр. Ял ĕçченĕ ĕмĕрхи йăлапа ĕçлесе пурăнма хăнăхнă май выльăх-чĕрлĕхне малашне те усрĕ-ха, анчах унăн кулленхи ĕçне хăçан хаклама вĕренĕç-ши пирĕн çĕршывра?

А.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1