Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

oknaAlivankin

П Р О Д А Ю:

корову или телку.

Тел. 8 919 663 08 96 (16+) 

Требуются рабочие в хлебозавод

в город Королев МО. Питание и общежитие  предоставляется.

Вахта 15/15. Зарплата 37500.

8 987 122 55 25. 

ПРОДАЮ:

СЕНО ЛУГОВОЕ.

Тел. 8 917 676 88 81.

 

 

 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ачасен юратнă тренерĕ

Категория: Общество Опубликовано: 06.11.2020, 09:52 Просмотров: 646

Районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне ачасемпе çамрăксем те, аслисем те юратсах çỹреççĕ. Кунта килекенсене уйрăмах бассейн илĕртет. Спорт комплексĕнче бассейна çỹрекен ачасем валли ятарлă секци ĕçлет, ăна Юрий Иванович Столяров тренер ертсе пырать.

Юрий Столяров пирки ачасен юратнă тренерĕ теес килет. Вăл кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма, вĕсен ишес хастарлăхне аталантарма пĕлет. Аслă категориллĕ, опытлă преподаватель тата тренер ачасемпе ĕçленĕ чух çĕнĕ майсемпе тата технологисемпе усă курать.

Юрий Иванович Столяров 1965 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. 1989 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалиста районти Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ пулма шаннă, вăл ку ĕçре 2000 çулччен тимленĕ. Унтан пĕр хушă район администрацийĕн çамрăксен ĕçĕ семпе ĕçлекен пай заведующийĕнче тăрăшнă, 2001-2006 çулсенче каллех спорт шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. 2006-2010 çулсенче район администрацийĕн спортпа туризм пайĕн тĕп специалисчĕ пулнă. 2012 çултанпа "Хастар" ФСК-ра физкультура инструкторĕнче, ишме вĕрентессипе тренер-преподавательте тăрăшать.

Палăртмалла, 1989-2006 çулсенче Юрий Иванович ачасен тренерĕ пулнă, вĕсене футболла выляма вĕрентнĕ. Çав хушăра 200 ытла çын массăллă разряда тивĕçнĕ.

Ишме вĕрентме пуçланăранпа Юрий Иванович патне çỹрекен çамрăк спортсменсем пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă: 115 çын массăллă разряда тивĕçнĕ, 8-шĕ триатлон енĕпе 1-мĕш разряд пурнăçланă, пĕри спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ.

Юрий Столяров тренер патĕнче ишес ăсталăхне туптакан ачасем тăтăшах республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусенче палăраççĕ. Тĕрлĕ çулсенче палăрнă çамрăк спортсменсем: Анапăра иртнĕ ăмăртусенче Юрий Тимофеев пĕрремĕш вырăна, Евгения Герасимова иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă; Александр Михопаров республика шайĕнче акватлон енĕпе иртнĕ ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн йышăннă; Константин Фондеркин республикăра ишессипе иртнĕ спартакиадăра çĕнтернĕ. Кăçал вара нумаях пулмасть республикăра акватлон енĕпе иртнĕ ăмăртусенче Мария Аливанкина пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Сăмах май, Юрий Иванович хăй те тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. "Çамрăк чух район чысне хỹтĕлесе футболла тата волейболла выляттăм. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çуллахи полиатлон енĕпе республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Раççей шайĕнчи чемпионатсене те тухса çỹреттĕм. 1994 çулта Хусанта çуллахи полиатлон енĕпе Атăлçи тăрăхĕн Кубокĕ иртрĕ, унта эпĕ иккĕмĕш вырăн йышăнтăм, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçларăм", - аса илет Юрий Иванович.

Тренер пулнипе пĕрлех Юрий Столяровăн футбол енĕпе спорт судйин пĕрремĕш категорийĕ те пур, ишессипе вăл - иккĕмĕш категориллĕ судья.

Юрий Столярова ĕçтешĕсем те мухтаççĕ: "Юрий Ивановичпа вăтăр çул ытла пĕрле ĕçлетпĕр, вăл дисциплина енчен питĕ çирĕп, сăмаха тытма пĕлекен çын, пирĕн унран вĕренмелли нумай", - тет район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Алексей Михайлович Никитин.

Ĕçри çитĕнĕвĕсене тата тăрăшулăхне кура Юрий Столяров тăтăшах тĕрлĕ хисеп хучĕсене тивĕçет. Ăна Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин Тав сăмахĕпе (2013 ç.) тата Хисеп грамотипе (2016 ç.) наградăланă. Кăçал вара Учитель кунĕнче Юрий Столярова Раççей Федерацийĕн спорт министрĕн Тав сăмахне парса чысланă.

А.Карпова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4