Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çемьере вăл - вуннăмĕш

Категория: Общество Опубликовано: 18.10.2017, 08:51 Просмотров: 795

Çемьере те, халăх хушшинче те хăйсене йĕркеллĕ тытакансем сахал мар пурнăçра. Вĕсенчен пĕри - Кив Атикасси ял тăрăхне кĕрекен Анат Çĕрпỹкасси ялĕнче вăтăр çултан кая мар пурăнакан Зоя Александровна Петрова.

- Манăн çуралса ỹснĕ тăван ял анкарти хыçĕнчех темелле. Кунтан икĕ çухрăмра вырнаçнă Хусанушкăнь аякранах курăнса ларать. Икĕ яла икĕ тарăн çырма уйăрса тăрать. Атте - Александр Михайлович, балалайка, купăс, мандолина çинче ăста вылятчĕ. Шел, эпĕ пĕрремĕш класра вĕреннĕ çул, мартăн 8-мĕшĕнче, 46-ри аттен чĕри тапма чарăнчĕ. Анне - Елизавета Васильевна, вунă ачапа (çичĕ ывăл тата виçĕ хĕр) тăрса юлчĕ, эпĕ - кĕçĕнни. Калас пулать, аттепе анне ачаранах çак ялта ỹснĕ, пĕр шкултах вĕреннĕ.Юнашарах вырнаçнă Мăн Явăшри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ хыççăн педколлектив мана аслă пионервожатăй тата комсомол организацийĕн секретарĕ пулма шанчĕ. Пысăк та яваплă шанăçа, паллах, кулленхи ĕçпе çирĕплетсе пытăм: кăнтăрла шкул ачисемпе, каçхине ял çамрăкĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшрăм. Вăл вăхăтра хамăр ялти клубра манран виçĕ çул аслăрах тăван Миша пичче ĕçлеме пуçларĕ. Атте пекех ăста купăсçă хорпа дра-ма кружокĕсене ертсе пыратчĕ, пире концерт-спектакльсене явăçтаратчĕ. Сăмах май, 53 çулхи Михаил Михайлов халĕ те Мăн Явăшри Культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче тимлет. Тăван кил, пиччепе инкен туслă çемйи - магнит пекех, унта час-часах кайса çỹретĕп. Çамрăксемпе виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн эпĕ качча тухрăм. Мăшăрăма, аттепе пичче пек купăсçăна, килĕштертĕм. Вăл хамран икĕ çул аслăрах - Леонид Петров шофер-тракторист. Эпир унпа Стас ывăлпа Агата хĕрĕме çуратса ỹстертĕмĕр, икĕ хутлă кирпĕч çурт çавăрса лартрă-мăр, анчах та вунпилĕк çултан 38 çулти мăшăрăм пуйăс айне пулса вилчĕ. Ун хыççăн, тепĕр сакăр çултан, 82-ри тăван аннемĕре пытармалла пулчĕ. Çапла вара мăшăрсăр вунтăватă çул пурăнатăп, анне вилни çулталăк вĕçĕнче ултă çул çитет. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе пырать. Килте выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашатăп, хĕрĕмĕн икĕ ачипе йăпанатăп, - кĕскен уçса пачĕ иртнĕ çулсене Зоя Александровна Петрова (Михайлова).

Пурнăçра пысăк та йывăр çухатусене (ашшĕпе амăшĕ, виçĕ пиччĕшĕ, мăшăрĕ) чăтса ирттернĕ хĕрарăм хăрăк турат пек хуçăлса ỹкмен, ĕçке те ярăнман, малашлăха шанса пăхнă. Лăпкă та сăпайлă хĕрарăм малтанлăха колхозăн уй-хир бригадине çỹренĕ, вунă çул ытла "Свобода" колхоз кантурĕнче счетовод-бухгалтер ĕçĕпе тимленĕ, каярахпа Мускаври ĕçпе тивĕçтерекен пĕр предприятире вăй хунă. Хитре те маттур хĕрарăма ял халăхĕ те хисеплет: ахальтен мар пулĕ иртнĕ суйлавсенчен пĕринче ăна Кив Атикасси ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Çуралнăранпа çур ĕмĕр çитрĕ пулин те Зоя Александровна Петрова яланхи пекех çамрăк та илĕртỹллĕ, хитрелĕхĕпе сăпайлăхĕ улшăнман, çемçе кăмăлĕ хытман. Манăн ăна çирĕп сывлăх, тулли телей сунасси çеç юлать.

Г.САВЕЛЬЕВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1