Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Фельдшер пункчĕсем татах çĕкленĕç

Категория: Общество Опубликовано: 20.11.2020, 13:22 Просмотров: 425

Юлашки çулсенче республикăра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕнелсех пыраççĕ. Акă çак кунсенче Канаш районĕнче харăсах виçĕ ФАП уçăлнă. Медицина пулăшăвĕ памалли çуртсен пахалăхне республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хакланă, вырăнта пурăнакансемпе калаçнă, малашне те сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене модернизацилес енĕпе ĕçсем пурнăçланассине пĕлтернĕ.

Палăртмалла, ку енĕпе районта та ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. 2013 çултанпа район территорийĕнче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен 11 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленнĕ. Паянхи куна Туканашра, Çĕн Атикассинче, Иккĕмĕш Хурашашра, Тихăнушкăнче, Çĕн Атикассинче, Анат Çĕрпỹкассинче, Серенкассинче, Ачкассинче, Кив Атикассинче, Трапайра, Яманкассинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем ĕçлеççĕ. Район больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул Ваçкаçырминче, Пантьăкра тата Березовкăра çĕнĕ ФАП-сем çĕклеме пăхса хунă. Штанашра та халăха валли çĕнĕ амбулатори уйрăмне тума палăртаççĕ.

Хальхи вăхăтра, "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, район больницин терапи уйрăмĕнче (кăнтăрлахи стационарта), çавăн пекех поликлиникăн иккĕмĕш хутĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ĕçсене "Гарант" общество пурнăçлать. Кунта харăсах çурт стенисен штукатуркине çĕнетеççĕ, шпаклевка тăваççĕ, урайне плитка сараççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 7,5 миллион тенкĕ уйăрнă.

Районти медицина учрежденийĕсем çитес çулсенче те çĕнелсе пырĕç. Планпа район больницин хирурги уйрăмĕн стационар корпусне, медицина профилактикин пỹлĕмне çĕнетмелле. Унсăр пуçне территорие хăтлăх кỹрес енĕпе те ĕçлеме палăртнă.

Юсав ĕçĕсем кунпах вĕçленмеççĕ. Федераллă бюджет шучĕпе çитес çул Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче, Хăмарккари тата Тури Çĕрпỹкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттермелле.

Паллă ĕнтĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсене уçни ялсенче пурăнакансемшĕн питĕ лайăх. Район центрĕнчен аякра пурăнакансем инçе çула кашнинчех тухаймаççĕ. Çакă уйрăмах ватă çынсене пырса тивет. Эмел туянмалла-и, юн пусăмне тĕрĕслеттермелле-и - çак пулăшусене вырăнтах илме май пурри питĕ меллĕ.

Чăн та, ФАП-сем - ял çыннисене пĕрремĕш пулăшу паракан медицина учрежденийĕсем. Вĕсем малашне те çĕнелсех пыччăр, унти специалистсем хальхи пурнăçпа тан пырса халăха чир-чĕртен хăтăлма пулăшчăр.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1