Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                    ******************************************************                                                                                          ОКНА * ДВЕРИ*МЕБЕЛЬ на заказ,*ПОТОЛКИ, *

ГАРАЖНЫЕ ВОРОТА

ТЕЛ.:8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17.                  

 

 

 

 

 

 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çаврăнăшра - çĕнĕ укçа

Категория: Общество Опубликовано: 20.10.2017, 09:11 Просмотров: 1112

 Октябрĕн 12-мĕшĕнче Раççей Банкĕ пирĕн çĕршыв халăхĕ суйланă символсемлĕ 200 тата 2000 тенкĕлĕх банкнотăсене çаврăнăша кăларнă. 200 тенкĕлĕххин тĕп тĕсĕ - симĕс. Ун çинче Севастополь символĕсене вырнаçтарнă: пиччĕн енче - путнă карапсен палăкĕ, тепĕр енче - Таврически Херсонес ỹкерчĕкĕ. Çак банкнотăна çирĕплĕхне ỹстернĕ мамăк хут çинче пичетленĕ, çакă ăна кивелесрен тата ĕмĕрĕ кĕскелесрен пулăшĕ. 2000 тенкĕлĕх укçа вара кăвак тĕслĕ. Унăн пиччĕн енче Русский ятлă утрав патне пыракан кĕперĕн ỹкерчĕкне курма пулать, тепĕр енче - Амур облаçĕнчи "Восточный" космодрома. Тенкĕ символĕн ỹкерчĕкне темиçе çĕрлĕ вырнаçтарнă: хỹтĕлев çиппи тата пĕчĕк ỹкерчĕксем çинче. Цифрăсем ытти купюрăсенчисемпе танлаштарсан пысăкрах, вĕсем сисĕмлĕ мăкăльлĕ. Çакна куçĕсем япăхрах куракан çынсем те укçана палăртма пултарччăр тесе ятарласа тунă. Икĕ банкноти çинче те Раççей Федерацийĕн Гербне вырнаçтарнă. Кашнин пиччĕн енче QR-код та пур. Унта Раççей Банкĕн страницине тупмалли ссылкăна асăрхама пулать, ун тăрăх асăннă банкнотăсен хỹтĕлев паллисем пирки тата ытти кирлĕ информаципе паллашма май пур. Аса илтеретпĕр, çĕнĕ банкнотăсен символĕсене 2016 çулта конкурс ирттерсе суйланă. Пилĕк пин ытла заяв-кăран конкурс списокне 49 регионти тĕрлĕ паллă вырăнсем пирки 76 сĕнỹ кĕнĕ. Ку списокран 10 финалист суйласа илнĕ. Конкурсăн юлашки тапхăрĕнче вара çĕршывĕпех сасăлав (унта 3 миллион ытла çын хутшăннă) ирттерсе çĕнтерỹçĕсене палăртнă: Инçет Хĕвелтухăç тата Севастополь символĕсем. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене "Россия 1" телеканал эфирĕнче 2016 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

Н.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30