Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тăван çĕршыв чиккисене сыхланă

Категория: Общество Опубликовано: 20.10.2017, 09:13 Просмотров: 754

3210Кашни çыннăн пурнăçĕ пирки кĕнеке çырма пулать тесе ахальтен каламан пулĕ. Шăпа тени этеме ăçта кăна илсе çитермест-ши? Хăшĕсем ỹссе çитсе çунат сарсан çуралнă кĕтесрен вĕçсе тухаççĕ те Тăван çĕршывшăн тăрăшса таçта та çитеççĕ. Аякри вырăнсем темĕнле илĕртỹллĕ пулсан та чылайăшне чун тăван енех туртать. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара нумайăшĕ çуралнă вырăна таврăнма тăрăшать.

Шăпах çакăн пек шăпаллă çын пирки пĕлтĕм эп çак кунсенче. Редакцине Хватукассинче пурăнакан Галина Алексеевна Журавлева килчĕ. Çак кунсенче 70 çул тултаракан пиччĕшне саламласшăн иккен вăл. Калаçса кайрăмăр. Галина Алексеевна хăй Пухтанкасси ялĕнчи Варвара Фроловнăпа Алексей Иванович Кузьминсен ултă ачинчен - виçĕ ывăлпа виçĕ хĕртен - чи кĕçĕнни пулнине пĕлтерчĕ. "Пирĕн атте вăрçăран аманса таврăннă. Аннепе вĕсем вăрçă хыççăн пĕрлешнĕ, ĕмĕрĕсене колхозра ĕçлесе ирттернĕ", - терĕ Галина Журавлева. Ашшĕпе амăшĕ ку çĕр çинче çук ĕнтĕ халĕ, ачисен - кашнин хăйĕн çемйи. "Манăн хамăн чи аслă пичче - Михаил - çинчен каласа парас килет. Вăл пирĕн - отставкăри майор, пограничник... - пĕлтерчĕ Галина Алексеевна. - Çамрăк чухне Шĕмшеш ял хĕрĕпе Луизăпа çемье çавăрчĕç, вĕсен ывăл çуралчĕ.

Çар çынни пулнă май пиччен таçта та службăра тăма тиврĕ..." Пухтанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ юлташĕ пирки хальхи вăхăтра Челябинск хулинче пурăнакан пирĕн ентеш Александр Герасимов та питĕ аван каласа парать: "Михаил Кузьмин Пантьăкри сакăр çул вĕренмелли, Мăн Этменти вăтам шкулсенче пĕлỹ илнĕ. Шкул пĕтерсен салтака юрăхлă каччăна чикĕ сыхлакансен ретне илнĕ. Вăл Симферопольти чикĕ сыхлакансен заставине лекнĕ. Унта салтака отряд пуçлăхĕсем çар енĕпе аслă пĕлỹ илме сĕннĕ. Пухтанкасси каччи хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарма килĕшнĕ. Мускаври пограничниксен училищинче тăватă çул вĕреннĕ. Унтан вăл офицер дипломĕпе, лейтенант званийĕпе тухнă. Çамрăк лейтенанта Вăтам Азири чикĕ сыхлакансен ретĕнчи "Чашанга" заставине янă. Унта тăватă çул хушши замполитра тимленĕ. Кайран, аслă командовани ирĕкĕпе, Михаил Кузьмина икĕ çул çурăллăха Кипр утравĕ çине янă. Унтан Кавказ тăвĕсем хушшинчи Ленинаканри чикĕ сыхлакансен отрядĕнче капитан званийĕпе тăватă çул хушши Турци чиккинче службăра тăнă. Пултаруллă офицера каллех урăх вырăна куçарнă - ку хутĕнче Дание çитме тивнĕ.

1984 çулта Михаил Алексеевич Львов хулинчи пограничниксен отря- дĕнчи "Салаши" заставине лекнĕ. Унта застава пуçлăхĕнче икĕ çул хушши чикĕ сыхлакансен ушкăнне ертсе пынă. Çар форми тăхăннă çынна пĕр вырăнта ĕçлесе "мăкланма" паман, паян-ыран мар пулсан та, тем вăхăтран ăçта та пулин куçарнă. Михаил Кузьмин çакна кĕтсех тăнă, çавăнпа та малаллахи офицер пурнăçне вăл хăйĕн ирĕкĕпе Афганистан чикки хĕрринче ирттерме шутланă. Тулукан хулинчи отрядри маневрлă ушкăнра иккĕмĕш заставăн пуçлăхĕнче икĕ çул службăра тăнă. Вăхăтлăха Львов хулине таврăннă хыççăн каллех тепĕр çулталăклăха çав вырăнах, Афганистан чиккинех, службăна тăсма çаврăнса çитнĕ. Вăл вăхăтра чикĕ хĕрринче мĕнле йывăрлăхсем пулнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ...

Малаллахи пурнăçĕ те Михаил Кузьмин офицерăн Львов хулипе тачă çыхăннă. Унта çемйипе пурăнма хваттер панă, Андрей ывăлĕ çав хуларах политехника институтне вĕренсе пĕтернĕ. Вăхăт иртнĕ май Михаил Алек-сеевич çав хуларах виçĕ çул хушши авторота пуçлăхĕнче ĕçленĕ, кайран вара КПП ушкăнне ертсе пынă. Хăйĕн 50 çулхи юбилейĕ çитиччен Михаил Кузьмин майор çар службине хăварса тивĕçлĕ канăва тухнă". Отставкăна тухсан Михаил Кузьмин таможньăра тăрăшнă. Пĕр çичĕ-сакăр çул каялла Михаил Алексеевич хамăр района таврăннă. Хальхи вăхăтра вăл Шĕмшешре ватă хунямăшне пăхса пурăнать. Мăшăрĕпе ывăлĕ Украинăри Львов хулинчех пурăнаççĕ, май пур таран тăван тăрăха килсе курма тăрăшаççĕ. "Манăн пиччене, çулĕсем пур пулсан та, çитмĕл çулта тесе калаймăн _ сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскер, спортпа туслăскер хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать, çулла пулла çỹреме кăмăллать, - терĕ сăмах çăмхине малалла сỹтнĕ май Галина Журавлева.

- Анкартинче те пĕтĕмпех лартса-туса илет, ỹстернĕ пахча çимĕçĕнчен хĕле валли салатсем тума та ỹркенмест. Тата питĕ ырă чунлă вăл пирĕн. Аттепе аннен вил тăприйĕсем çине те кайсах çỹрет, манмасть". Шел, Михаил Алексеевичпа хăйĕнпе курса калаçма май килмерĕ мана. Апла пулин те, Пухтанкасси ялĕнчи йышлă çемьере кун çути курнă пĕртăвансем туслă пурăнни, пĕрне-пĕри Çуралнă кунпа саламлани савăнтарчĕ. Сăмах май, Кузьминсем тăван кил ăшшине сỹнме паман, ашшĕ-амăшĕн килĕнче халĕ Леонид ывăлĕ çемйипе тĕпленнĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1